

Ҫак кӑтартупа тӑван-пӗтенрен ертекенсем ӗҫ коллективӗсенчен 4 хут иртсе кайнӑ. Ку канмаллисенче тӑвансем патне каймасӑр, вӗсене телефонпа ҫыхӑнса саламласан аванрах пулать.
Ноябрӗн 6-мӗшĕ тĕлне пӗлтернӗ тӑрӑх, СOVID- 19 вакцинаци планӗпе 2 484 667 ҫын иртмелле шутланать (ҫитӗннӗ халӑхӑн пӗтӗмӗшле йышӗ - 3 105 835 ҫын).
Пушкăртстанра пурĕ COVIDа хирĕç 2 282 558 вакцина дози килнӗ .
Вакцинациленисем пӗрремӗш компонентпа -1 728 199 ҫын (халӑха вакцинацилеме тивӗҫлӗ ҫынсенчен 69,6%). Пӗтӗмпех вакцинацие (1 тата 2 компонент) - 1 392 388 ҫын (халӑха вакцинацирен 56%) вӗҫленӗ.
Вакцина талӑк хушшинче 21 886 ҫын илнӗ.
Вакцинаци иртнӗ 60 ҫултан аслӑрах ҫынсен шучӗ 350 226 ҫын.
Аэропортсенче ют ҫӗршывсенсен таврӑнакансене ҫаплипех тӗрӗслеҫҫӗ. Анчах унта коронавируспа "ҫакланакансене" тупса палӑртман.
Республикӑра коронавируса пула ӗнтӗ 2813 ҫын вилнӗ.
Республикӑра вакцинаци пункчĕсем ĕҫлеççĕ. Вакцина ҫителӗклӗ.
Коронавирус алхаснипе пӗрле грипп та вӑрана пуҫланӑ. Ноябрьпе декабрь уйӑхӗсем шӑпах унӑн сезонӗ.
Медиксем коронавируспа грипп прививкисене пӗр вӑхӑтра тума юрани ҫинчен пӗлтереҫҫӗ.
МИХ информацийĕпе.