Пушкӑртстанра талӑк хушшинче тата 677 ҫын ковидпа чирленӗ, пӗтӗмпе - 100 329 ҫын.
Больницӑсенче регион Сывлăх сыхлав министерствин кӑтартӑвӗсем тӑрӑх 637 ҫын выртать, вӗсенчен 417 – 60 ҫулран аслӑраххисем. 106 пациент йывӑр лару-тӑрура, ИВЛ айĕнче - 11 çын.
Килти сиплевре - 7 241 чирлекен, ҫав шутра 5 651 пациент 60 ҫулран аслӑраххисем.
Иртнӗ талӑк хушшинче 29 ҫын вилнӗ. Пушкӑртстанра пурӗ 3 249 ҫын ковидран вилнӗ, вӗсенчен 60 ҫулран аслӑраххисем - 2 880 ҫын.
Республикӑра пӗрремӗш компонентпа 1 886 169 ҫынна (халӑха вакцинацилеме тивӗҫлисенчен 76%) вакцинациленӗ. 1 610 147 ҫын (тивӗҫлӗ халӑхран 64,8%) вакцинацине иртнӗ.
Талӑк хушшинче коронавирусран 14 540 çын (пӗрремӗш компонентпа - 6 301, иккӗмӗш компонентпа - 8 239) вакцинациленнĕ.
"МГ" информацийĕпе.