Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
25 Ноябрӗн 2021, 15:45

Чир чинсене уйăрса тăмасть

Вакцинацине хирӗç çынсем çав çавах прививка тума килӗшмеççӗ.

Чир чинсене уйăрса тăмасть
Чир чинсене уйăрса тăмасть

Уфара коронавирус йывăрланăвӗсенчен Пушкăртстан Верховнăй сучӗн председателӗ Земфира Латыпова вилсе кайнă, тесе пӗлтерет «Башинформ» Информаци агентстви.

Земфира Узбековна Латыпова 66 çулта пулнă.  Вăл суд системинче 1982 çултанпа ӗçленӗ. Пушкăртстан Верховнăй судне 2019 çултанпа ертсе пынă. Суд председателӗн вырăнне лармалли Указа Раççей Президенчӗ Владимир Путин алă пуснă пулнă.

Паллă çынсене те, пысăк должноçрисене те, пуянсене те хӗрхенмест хăрушă чир. Нумай пулмасть Валерий Гаркалин тата Нина Русланова артистсем вилни çинчен пӗлтӗмӗр. Тата мӗнле ӗнентерӳ кирлӗ? Вакцинацине хирӗç çынсем çав çавах прививка тума килӗшмеççӗ. 

 

Пушкăртстан Верховнăй сучӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

http://suvargazeta.ru/news

Чир чинсене уйăрса тăмасть
Чир чинсене уйăрса тăмасть
Автор:
Читайте нас: