Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
28 Ноябрӗн 2021, 19:31

Тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗн элчи «омикрон» штамм ыттисенчен хӑвӑртрах сарӑлма пултарасси пирки пӗлтернӗ

Асаилтерер, тӗнчере хальхи вӑхӑтра дельта штамм анлӑ сарӑлнӑ

Тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗн элчи «омикрон» штамм ыттисенчен хӑвӑртрах сарӑлма пултарасси пирки пӗлтернӗ
Тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗн элчи «омикрон» штамм ыттисенчен хӑвӑртрах сарӑлма пултарасси пирки пӗлтернӗ

Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗн (ПТССО) Раҫҫейри представителӗ Мелита Вуйонович кӑшӑлвирусӑн ҫӗнӗ штаммне тӗпчемелле тесе пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, омикрон-вариант ерес енчен хӑватлӑрах пулма пултарать. Кӑшӑлвирусӑн В.1.1.529 ҫӗнӗ штаммне Кӑнтӑр Африкӑра тата Гонконгра тупса палӑртнӑ.
«Чи пӗлтерӗшли — ӑсчахсем, Кӑнтӑр Африка Республикинчи экспертсем, эпидемиологи лару-тӑрӑвне хӑвӑрт ӑнланса илсе вируса ӗрчеме чӑрмантарнӑ», — пӗлтернӗ Вуйнович госпожа «Соловьев Live» youtube-каналӑн эфирӗнче. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем тӳрех ПТССО-на пӗлтернӗ. Организаци 24 сехет хушшинче экспертсене пуҫтарса сӗнӳ хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн чи малтан тӗпчев ирттермелле. «Хӑшӗ-пӗри вӑл инфективлӑрах пулма пултарать тесе шухӑшлать», — тенӗ Мелита Вуйонович.
Ҫӗнӗ штамма Европӑра тупса палӑртнӑ пӗрремӗш ҫӗршыв Бельги пулса тӑнӑ. ПТССО ӑна «пӑшӑрхантаракан вариант» шутне кӗртнӗ, «омикрон» ят панӑ. Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа КАР, Гонконг, Ботсвана, Лесото, Намиби, Зимбабве, Мозамбик, Мадагаскар, Эсватинипе Танзани ҫӗршывӗсенчен вӗҫекенсене Раҫҫее лекме йывӑрланӗ.
Чирсене чарас тата тӗрӗслесе тӑрас енӗпе ӗҫлекен Европӑри центр кӑшӑлвирусӑн ҫӗнӗ омикрон-штаммӗ «пысӑк тата ҫак тери пысӑк шайри хӑрушлӑх кӑларса тӑратать» тесе палӑртнӑ.
Асаилтерер, тӗнчере хальхи вӑхӑтра дельта штамм анлӑ сарӑлнӑ.
#тӗнчере, #Гонконг, #Африка, #кӑшӑлвирус, #сывлӑх, #чирсем
"Хыпар" чăваш халăх сайтĕнчен

Тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗн элчи «омикрон» штамм ыттисенчен хӑвӑртрах сарӑлма пултарасси пирки пӗлтернӗ
Тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗн элчи «омикрон» штамм ыттисенчен хӑвӑртрах сарӑлма пултарасси пирки пӗлтернӗ
Автор:
Читайте нас: