Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
2 Декабрӗн 2021, 21:37

Пӗр вăхăтра «Спутник Лайтпа» тата сăмса вакцинипе усă курни сывлăхшăн хăрушă мар

Сăмса вакцинипе прививка тунă хыççăн та Путин 15 минутран ӗçе пикеннӗ.

Пӗр вăхăтра «Спутник Лайтпа» тата сăмса вакцинипе усă курни сывлăхшăн хăрушă мар
Пӗр вăхăтра «Спутник Лайтпа» тата сăмса вакцинипе усă курни сывлăхшăн хăрушă мар

Çакăн çинчен РИА Новости кăларăма Гамалеи ячӗллӗ наукăпа тӗпчев эпидемиологи тата микробиологи центрӗн директорӗ Александр Гинцбург пӗлтернӗ.
«Эпир час-часах ку вакцинăсене пӗрле тăватпăр, сывлăхшăн нимӗнле сиен те çук», – тенӗ учреждени ертӳçи.
Маларах центр пуçлăхӗн çумӗ Денис Логунов пӗлтернӗ тăрăх, сăмсана сапмалли «Спутник V» вакцина ыраттармасть. Препарат организмри сывлăш çулӗсем валли хушма иммунитет йӗркелет. Гинцбург палăртнă тăрăх, çакнашкал вакцинăпа прививка тунă çын вирус валеçекен пулма пултараймасть.
Ноябрӗн 21-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин коронавирус инфекцийӗнчен ревакцинаци туни çинчен пӗлтернӗ, ун сăмахӗсемпе «Спутник Лайт» сиенне вăл туйман. Сăмса вакцинипе прививка тунă хыççăн та Путин 15 минутран ӗçе пикеннӗ.
Тĕплĕнрех: http://suvargazeta.ru

Пӗр вăхăтра «Спутник Лайтпа» тата сăмса вакцинипе усă курни сывлăхшăн хăрушă мар
Пӗр вăхăтра «Спутник Лайтпа» тата сăмса вакцинипе усă курни сывлăхшăн хăрушă мар
Автор:
Читайте нас: