Çутă çул
+4 °С
Ҫумӑр
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Сывлăх
3 Декабрӗн 2021, 16:35

Кам вакцинацие хирĕç?

Ун пеккисене «хĕрлĕ зонăна» илсе кайса кăтартма пултараççĕ.  

Кам вакцинацие хирĕç?
Кам вакцинацие хирĕç?

Коронавирус пĕтĕм çĕршывĕпе алхасать, вакцинаци тумасан ăна çĕнтерме çук. Çавăнпа та Чăваш Енре лару-тăру епле пулни пирки каласа парас килет.

Çĕнĕ çул çывхарнă май оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче кун пирки калаçнă. Ара, уяв умĕн аякра ĕçлекенсем, вĕренекенсем тăван тăрăха таврăнаççĕ. Çавна май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ПЦР-тест тĕрĕслевне ирттерессине çине тăрсах йĕркелемеллине палăртнă.

Çĕнĕ çул уявĕсем мĕнле иртĕç? Ларура çак ыйтăва хускатнă май Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская хальхи чару мерисенех хăварма сĕннĕ. Эппин, общество апатланăвĕн организацийĕсем çур çĕр иртни 1 сехетчен ĕçлеме пултараççĕ. Анчах Олег Николаев кунпа килĕшмен, хальхи мерăсенех хăварас тăк раштавăн 31-мĕшĕнче вĕсем йĕркене мĕнле пăхăннине тĕрĕслесе тăма йывăр пулассине палăртнă. Мобильлĕ ушкăнсен хастарĕсем, паллах, уява çемьепе паллă тăвĕç, кафе-ресторана кам тĕрĕслĕ? Çакна кура вĕсем йĕркене пăсас хăрушлăх та пысăк. Олег Алексеевич ку ыйтăва тепĕр хутчен пăхса тухма сĕннĕ. «Тен, Çĕнĕ çулта общество апатланăвĕн предприятийĕсене пачах ĕçлеме чармалла», — тенĕ вăл. Хальлĕхе ку татăклă йышăну мар. Садиксемпе шкулсенче Çĕнĕ çул уявĕсем ушкăнра, класра иртĕç. Унта коронавирусран прививка тутарнă ашшĕ-амăшне çеç кĕртĕç.

Олег Николаев ковидран вакцинациленме хирĕçлекенсене ятарлă тум тăхăнтартса «хĕрлĕ зонăна» илсе кайса кăтартма сĕннĕ, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрне Владимир Степанова ковид-госпитальсенчи тĕп тухтăрсемпе пĕрле ку ыйту тĕлĕшпе ĕçлеме каланă. «Мĕн тери йывăр пулнине хăйсем курччăр, итлеччĕр. Соцсетьсенче ман пата кун пек позицие йышăннă нумай çын çырать. Анчах çын хăй е тăванĕ чирлесен вакцинаци çине урăхларах куçпа пăхма пуçлать», — тенĕ Олег Алексеевич. Владимир Степанов министр оперштаб ларăвĕнче пĕлтернĕ тăрăх, реанимаци уйрăмĕсенче коронавирусран вакцинациленнĕ пĕр çын та çук. Унашкаллисем «хĕрлĕ зонăра» пур, анчах сахал.

Надежда Луговская ачасем коронавируспа тăтăшрах чирлеме пуçланине каланă. Юлашки вăхăтра кăтарту 16 хут ӳснĕ. 1-6 çулсенчи шăпăрлансем те ытларах чирлеме пуçланине палăртнă. Оперштаб ларăвĕнче пĕлтернĕ тăрăх, ковидпа чирленĕ 42181 çынран 3325-шĕ — ачасем. Сăмах май, чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви 12-17 çулсенчи ачасем валли хатĕрленĕ «Спутник М» вакцинăна регистрациленĕ.

"Хыпар" хаçатран.

Кам вакцинацие хирĕç?
Кам вакцинацие хирĕç?
Автор:
Читайте нас: