Пур хыпар та
Сывлăх
4 Декабрӗн 2021, 10:20

Ӳпкен вăраха кайнă чирĕ

Ӳпкен вăраха кайнă чирĕпе миллион çын ытла нушаланать. Вилекенсем те самаях.

Ӳпкен вăраха кайнă чирĕ
Ӳпкен вăраха кайнă чирĕ

Професси сиенлĕхĕсем, атмосферăри сывлăш тасамарлăхĕ, ăруран ăрăва куçакан чирсем, пирус туртни ỹпкене сиенлетме пултарать. Малтанласа вăл палăрмасть те. Каярахпа йывăртарах ĕçлесен сывлăш пỹлĕнме пăхать. Çын каллех çакăн çине тимлĕх уйăрма васкамасть-ха. Кайран сурчăк тухни палăрать. Ỹсĕрттерет. Васкаса утма май çук. Çуртăн пĕр хутĕнчен теприне улăхма кансĕр. Йывăр йăтаймастăн.

Тĕрĕс диагноз лартса васкарах сиплеме пуçлани çеç чир аталанассине чакарма пулăшать. Чи малтанах пирус туртма пăрахмалла. Енчен те çын хăй туртмасть пулсан та унăн тĕтĕм тăракан пỹлĕмре вăрах вăхăт пулмалла мар.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăннине нимĕн те çитмест. Паха апат çиме тăрăшмалла. Сывлăш та таса пулни кирлĕ. Ĕçе ỹсĕм çулне кура, çăмăлтараххине çеç пуçăнмалла. Сиенлĕ çĕрте вăй хунă чухне ĕç сыхлавĕн сĕнĕвĕсене çирĕппĕн пăхăнмалла.

Вируслă инфекци ерес пулсан та ỹпке чирĕнчен тĕплĕн сывалма тăрăшмалла. Унсăрăн вĕсем тарăна кайма пултараççĕ. Çулленех грипран хỹтĕленсе прививка тутармалла. 65 çултан аслăраххисем вакцина яртарни ỹпке шыçассине е вилессине 50-68 процента яхăн чакарма май парать.

Медицина тĕрĕслевне тухассине мала хумалла. Диспансеризаци кирек хăш чире те иртерех палăртма пулăшать. Çакă сиплеве вăхăтра пуçăнма май парать. Ỹпкен вăраха кайнă чирĕпе асапланакансем шăпах малтанхи утăмсене тăвайман та ĕнтĕ.

Сывлăха упрас тесен кирек камăн та тухтăр сĕнĕвĕсене пурнăçламаллах.

Ӳпкен вăраха кайнă чирĕ
Ӳпкен вăраха кайнă чирĕ
Автор:
Читайте нас в