Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Сывлăх
6 Декабрӗн 2021, 07:16

Пушкӑртстанра иртнӗ талӑк хушшинче ковидпа 641 ҫын чирленĕ, 38 ҫын вилнӗ

Тухтӑрсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстана пӗтӗмпе 2 637 758 доза Covid-19 вакцина килнĕ.

Пушкӑртстанра иртнӗ талӑк хушшинче ковидпа 641 ҫын чирленĕ, 38 ҫын вилнӗПушкӑртстанра иртнӗ талӑк хушшинче ковидпа 641 ҫын чирленĕ, 38 ҫын вилнӗ
Пушкӑртстанра иртнӗ талӑк хушшинче ковидпа 641 ҫын чирленĕ, 38 ҫын вилнӗ

Пушкӑртстанра юлашки талӑк хушшинче Covid-19 641 ҫӗнӗ тӗслӗх палăртнă тата 38 ҫын вилнӗ.

 Декабрӗн 5-мӗшне Пушкӑртстанра коронавируспа чирленисен пӗтӗмӗшле йышӗ 199 650 ҫын шутланать. Çав шутра стационарта 480 ҫын, вĕсенчен 314 пациент 60+ ÿсĕмрисем, йывӑр лару-тӑрура — 98 çын, ИВЛ аппарачĕ айĕнче — 12 пациент.

ПР Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, килте сипленекеннисем 6872 ҫын, ҫав шутра 4684 пациент 60+ ÿсĕмрисем. Иртнӗ талӑк хушшинче 654 ҫын сипленсе госпитальтен тухă. Пӗтӗмпе пандеми пуҫланнӑранпа 98 570 ҫын чĕрĕлсе тухнă больницăран. Коронавирусран 3728 ҫын вилнĕ, ҫав шутра 3342 ҫын 60+. Юлашки талӑкра 64 çын пневмонипе чирленĕ тата 62 пациента пневмонинчен чĕрĕлнĕ.

Тухтӑрсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстана пӗтӗмпе 2 637 758 доза Covid-19 вакцина килнĕ. Пӗрремӗш компонентпа 2 029 400 ҫын вакцинаци иртнĕ е 81,7% вакцинаци иртмеллли çынсенчен. Пӗтӗмпех вакцинацие пӗрремӗш тата иккӗмӗш компонентсемпе – 1 794 301 ҫын вӗҫленӗ. Талӑк хушшинче вакцинацине регионта  9 534 ҫын иртнĕ. 

«МГ» информацийĕпе.

Пушкӑртстанра иртнӗ талӑк хушшинче ковидпа 641 ҫын чирленĕ, 38 ҫын вилнӗ
Пушкӑртстанра иртнӗ талӑк хушшинче ковидпа 641 ҫын чирленĕ, 38 ҫын вилнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас