Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
8 Декабрӗн 2021, 11:40

Пушкӑртстан сывлӑх сыхлавне пулӑшмашкӑн тата COVID-19па кĕрешме 1,8 миллиард тенкӗ илĕ

Пушкӑртстана ҫулла 888 млн тенкӗ панă, юпа уйӑхӗнче хушма финансированине 1 миллиард тенкӗ виҫепе уйӑрнӑ.

Пушкӑртстан сывлӑх сыхлавне пулӑшмашкӑн тата COVID-19па кĕрешме 1,8 миллиард тенкӗ илĕ
Пушкӑртстан сывлӑх сыхлавне пулӑшмашкӑн тата COVID-19па кĕрешме 1,8 миллиард тенкӗ илĕ

Раҫҫей регионӗсем халӑха тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗпе ҫыхӑннӑ тӑкаксене саплаштарма 89 миллиард тенкӗ илӗҫ.

Резерв фондӗнчен укҫа-тенкӗ уйӑрасси ҫинчен калакан хушăва Правительство Председателӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.

Пушкӑртстан ҫак укҫаран 1,8 миллиард тенкӗ илĕ. Раҫҫей регионӗсене хушма укҫа-тенкӗ сывлӑх сыхлавӗн тытӑмĕн ҫирӗплӗхне ӳстерме тата коронавируспа  малалла кӗрешме пулӑшмалла, планпа пӑхса хăварнă медпулăшăвĕн тӑкакӗсене пачах та чакармаççĕ. Михаил Мишустин шухӑшӗпе, хальхи вӑхӑтра ҫӗршыв сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗн ҫирӗплӗхне тивӗҫтересси, Раҫҫейри кашни регионти больницӑпа поликлиника кирек мӗнле лару-тăрура та ҫирӗп ӗҫлеме пулӑшасси питӗ кирлӗ. Пушкӑртстана ҫулла 888 млн тенкӗ панă, юпа уйӑхӗнче хушма финансированине 1 миллиард тенкӗ виҫепе уйӑрнӑ.

«Башинформ» информацийĕпе.

Пушкӑртстан сывлӑх сыхлавне пулӑшмашкӑн тата COVID-19па кĕрешме 1,8 миллиард тенкӗ илĕ
Пушкӑртстан сывлӑх сыхлавне пулӑшмашкӑн тата COVID-19па кĕрешме 1,8 миллиард тенкӗ илĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: