Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
9 Декабрӗн 2021, 21:03

Пушкӑртстанра прививка кампанийӗн лидерӗсене палăртнă

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑртстанра прививка кампанийӗн лидерӗсене палăртнă
Пушкӑртстанра прививка кампанийӗн лидерӗсене палăртнă

Ку Альшей, Буздяк, Караидель, Кушнаренкă, Стерлибаш, Уфа, Чекмагуш тата Чишма районӗсем. Вĕсенче пурӑнакансем вакцинацине, вакцинацилеме тивӗҫлисем, 100 процент хутшӑннӑ.
Ҫак информацине Пушкăртстанăн сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Максим Забелин республикăн территорийӗнче коронавирус инфекцине сарӑлма паман оперативлă штабӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Пӗтӗмпе декабрĕн 9-мӗш тĕлне вакцинан пӗрремӗш компонентне 2 059 482 ҫын йышăннă, Пушкӑртстанра пурӑнакан 1 842 592 ҫын вакцинацие пӗтӗмпех вӗҫленӗ.
Сибайра тата Бурзян районӗнче вакцинацин чи пӗчӗк хӑвӑртлӑхĕ.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра прививка кампанийӗн лидерӗсене палăртнă
Пушкӑртстанра прививка кампанийӗн лидерӗсене палăртнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: