Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
29 Кӑрлач 2022, 11:47

Килти условисенче шĕпĕнсенчен, пигмент пӑнчисенчен, турпаллисенчен тата папилломӑсенчен мӗнле хӑтӑлмалла

КИРЕК МӖНЛЕ ПРЕПАРАТПА, Е СИПЛЕНМЕЛЛИ МЕСЛЕТСЕМПЕ УСӐ КУРИЧЧЕН СИПЛЕКЕН ТУХТӐРСЕМПЕ КАНАШЛĂР!

Ҫынсем пурте тенӗ пекех тӗрлӗ кӑмӑлсӑр ÿт çине тухакан пӗрлӗхсенчен асапланаҫҫӗ. Пуринчен ытла вӗсем пит-куҫра тухса тарăхтараççĕ.
Акӑ мӗнле хӑвӑрт тата ҫӑмӑл вӗсенчен натурӑллӑ килти япаласемпе хăтăлса пулать.

Шӗпӗнсенчен:
Панулми уксусӗпе
Панулми уксусӗ хӑйӗн шыççа ирттермелли енӗсемпе питӗ лайӑх палӑрса тӑрать, ҫавӑнпа вӑл вируссемпе кӗрешнӗ чухне те эффективлă. Ҫак меслетпе усӑ куриччен шĕпĕнлĕ вырăна ҫумалла. Мамӑклӑ тампона панулми уксусӗпе йӗпетмелле, шӗпӗн çине хумалла та бинтпа ҫирӗплетмелле. 24 сехете хӑвармалла, унтан улӑштармалла. Компреса улăштарнă чухне шӗпӗнсене шывпа ҫумалла.

Ыхрапа
Шыççа пĕтерекен тата антибактериллӗ хӑватлӑ эмел. Шӗпӗн ҫине ыхра сӗткенне сапмалла та пластырьпе ҫыпӑҫтармалла. Ҫав меслетпе усӑ курнӑ хыҫҫӑн шĕпĕнлĕ ÿте ҫуса тасатмалла, шӑрша пĕтерме.

Изолентăпа.
Шӗпӗне изолентӑ татăкĕпе ҫыпӑҫтарсан та ҫителӗклӗ. Çыпӑҫтарнӑ шӗпӗне 6 кун тытмалла, кирлӗ пулсан изолента улӑштарма юрать. 6 кун иртсен шӗпӗне шывпа йӗпетмелле те пемзӑпа сӑтӑрмалла. Тепӗр ирхине шĕпĕне каллех 6 кунлӑха изолентăпа çыпăçтармалла. Ҫак цикла 2 уйӑх тăршшĕ тумалла.

2. Папилломсенчен:
Панулми уксусӗпе
Кунне икӗ хут панулми уксусӗпе йĕпетнĕ мамăклă тампона папиллом çине хумалла, 2-4 эрнерен папиллом типсе пĕтĕ.
Касторкӑпа хутăш содăпа.
Ҫав икӗ ингредиента пастă евĕр пӗрле хутӑштармалла та папиллома сĕрмелле. Процедурăна кунне икĕ хут тумалла, папилломĕ пĕтиччен.

Чей йывӑҫӗн ҫӑвӗпе.
Шывпа йĕпетнĕ мамăклӑ тампон ҫине 2-3 тумлам чей йывӑҫӗн çуне сапмалла та папиллома сĕрмелле. Çак процедурăна икӗ эрне тумалла.

КИРЕК МӖНЛЕ ПРЕПАРАТПА, Е СИПЛЕНМЕЛЛИ МЕСЛЕТСЕМПЕ УСӐ КУРИЧЧЕН СИПЛЕКЕН ТУХТӐРСЕМПЕ КАНАШЛĂР!

Малалли пулать.

Килти условисенче шĕпĕнсенчен, пигмент пӑнчисенчен, турпаллисенчен тата папилломӑсенчен мӗнле хӑтӑлмалла
Килти условисенче шĕпĕнсенчен, пигмент пӑнчисенчен, турпаллисенчен тата папилломӑсенчен мӗнле хӑтӑлмалла
Килти условисенче шĕпĕнсенчен, пигмент пӑнчисенчен, турпаллисенчен тата папилломӑсенчен мӗнле хӑтӑлмалла
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: