Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
18 Нарӑсӑн 2022, 09:46

Пушкӑрт сывлăх сыхлав министрӗ: эпир коронавируспа плато çитрĕмĕр

Февралӗн 17-мӗшӗнче сывлӑх сыхлав министрӗ Максим Забелин регионти эпидемиологи лару-тăрăвне хакланӑ.  

— Февралӗн иккӗмӗш эрнинче республикӑра пурӑнакансене васкавлӑ пулӑшу чӗнӗвӗсен шучӗ 16 процент чакнӑ, — палӑртрӗ министерство ертӳҫи. — Чирлисем патне тухтӑрсен чӗнӗвӗсен шучӗ 63,4 процент чакрӗ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, эпир чирсен шучӗпе плато патне пытӑмӑр та часах чирлекенсен шучĕ анса ларнине прогноз тӑватпӑр.

Коронавирусран 2 283 087 ҫын вакцинацие пӗтӗмпех пӗтерни ҫинчен пӗлтернӗ вӑл. Пӗрремӗш компонент халӑха вакцинацилеме тивӗҫлӗ ҫынсенчен 97,8 проценчӗ явӑҫнӑ.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров вице-премьера Максим Забелина патшалӑх тата ведомство наградисемпе наградăламалли  врачсен, фельдшерсен, медсестрасен тата васкавлă пулăшу автомобилĕсен водителӗсен списокӗсене уйӑрса илме хатӗрлеме хушрӗ.

https://resbash.ru/news/zdorove информацийĕпе.

Пушкӑрт сывлăх сыхлав министрӗ: эпир коронавируспа плато çитрĕмĕр
Пушкӑрт сывлăх сыхлав министрӗ: эпир коронавируспа плато çитрĕмĕр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: