Уфари тин ҫуралнӑ ачасем валли ковид-госпиталь витӗр 80 ытла ача тухнӑ. Паян клиникӑра 40 койка йышăннă. 17-мĕш ГКБ тĕп врачӑн медицина пайӗн ҫумӗ Регина Федорова ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, больница ҫумӗнче тин ҫуралнӑ ачасем валли инфекци уйрӑмӗ 2021 ҫулхи август уйӑхӗнче уҫӑлнӑ.
"Дельта" штамм килнӗренпе регионта ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗ ача-пăча хушшинче хӑвӑрт ӳссе кайнă, ҫав шутра тин ҫуралнӑ ачасем хушшинче те, - каласа панă Регина Федорова. – Тин ҫуралнӑ ачасем хушшинче ковидран пӗр вилĕм те пулманни савӑнтарать".
Çакăнччен маларах больница Раҫҫей Правительствипе ПР Пуҫлӑхӗн указӗпе ҫӗнӗ медицина оборудованийӗ илнӗ: ИВЛ аппарачĕ, инфузоматсем, Omron небулайзерсем, сывлăша йĕпетекенсем.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Уфа администрацийӗ.