+3 °С
Уҫҫӑнах
Раҫҫейри 75 субъектра коронавируспа чирлекенсен йышӗ чакнине пӗлтернӗ. Ҫавна май Роспотребнадзор ковидпа ҫыхӑннӑ чарусене пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Ку общество вырӑнӗсенче маска тӑхӑнассине пырса тивмест.
Раҫҫейри тӗп санитари тухтӑрӗ Анна Попова каланӑ тӑрӑх, коронавируспа инфекциленнисен 97 проценчӗ чире ОРВИ пек е симптомсемсӗр ирттерет.
Роспотребнадзор малашне общество вырӑнӗсенче маскӑпа ҫӳрессине тата алла ҫине тӑрсах дезинфекцилессине ҫеҫ хӑварма сӗннӗ.
#Раҫҫейре, #коронавирус
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://forum.na-svyazi.ru/?sh...&p=19719082#entry19719082