Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
30 Майӑн 2022, 12:18

Çĕнĕ хум килет: ревакцинацие кайăр

Район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе кадр тĕлĕшпе ĕçлекен çумĕ Алексей Данилов:  

Çĕнĕ хум килет: ревакцинацие кайăр
Çĕнĕ хум килет: ревакцинацие кайăр

 

Район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе кадр тĕлĕшпе ĕçлекен çумĕ Алексей Данилов:

— Тахҫантанпах ӗнтӗ çак ыйтăва çĕклесшĕнччĕ, иртнӗ процедурӑран ҫур ҫул ытла иртнӗ, ҫав тапхӑртах коронавирусӑн черетлӗ штамӗпе чирлеменнисене тепӗр хут вакцинацилемелли ҫинчен каласшăнччĕ. Анчах хам тепӗр хут ревакцинациленсен, шухӑшласа хунине тăвас терĕм.

Ҫапла ӗнтӗ, прививка тунă хыҫҫӑн 6 уйӑх иртрĕ, ревакцинаци турăм. Мӗншӗн-ха эпӗ каллех ҫавӑн пек шут тытрӑм? Ку ҫулла манӑн плансем нумай, эпӗ чир-чӗре пула палăртнă çул-йӗртен кӑларма пама пултараймастӑп. Ӗҫре мероприятисем нумай пулаҫҫӗ. Ҫав шутра республика ведомствисенче тухса ҫӳремелли канашлусем, "Сабантуй" халӑх уявӗ, Ачасене хӳтӗлемелли кун, шкулсенче юлашки шӑнкӑрав тата вӗренсе тухмалли балсем нумай.

Чи кирли — эпӗ хамӑн ҫемьене кирлӗ, пирӗн аслӑ хӗрӗн Ксениян ППЭ тытмалла, вӑтам Аринӑн — ОГЭ. Чирлеме юрамасть, ниепле те юрамасть. Эпӗ специалистсене шанатӑп, вӗсем вара июнь уйӑхӗнче пулас вирусӑн тепӗр хумӗ питӗ йывӑр пулать, теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пурне те манӑн тӗслӗхпе тума тата ҫак инкеке малтанах хатӗрленме ыйтатăп. Çавӑн пекех ватӑ атте-аннесене хӳтӗлеме чӗнетӗп, мӗншӗн тесен шăпах вӗсем "коронӑн" чи япӑх енӗсене кураҫҫӗ. Пурне те сывлӑх сунатăп.

Сăнÿкерчĕкĕ: Алексей Данилов.

Çĕнĕ хум килет: ревакцинацие кайăр
Çĕнĕ хум килет: ревакцинацие кайăр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: