Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
26 Августӑн 2022, 18:40

Ситекпуçĕнчи сывлӑх кунӗ

Ситекпуçĕнчи ял библиотекин ҫуллахи картиш площадкинчи мероприятисене вӗҫлекен "Сывӑ та савӑнӑҫлӑ пулма!" спорт вӑйă программи иртнĕ.

Ситекпуçĕнчи сывлӑх кунӗ
Ситекпуçĕнчи сывлӑх кунӗ

Ситекпуçĕнчи ял библиотекин ҫуллахи картиш площадкинчи мероприятисене вӗҫлекен "Сывӑ та савӑнӑҫлӑ пулма!" спорт вӑйă программи иртнĕ. Библиотекарь ачасене ҫапла каласа панӑ: кашни ҫын – хӑйӗн сывлӑхне тăвакан, ҫавӑнпа мӗн пӗчӗкренех тӗрӗс апат çини, физкультура туни, пиҫӗхесси тата харпӑр хӑй гигиенин правилисене пӑхӑнни питӗ кирлӗ.
Унтан пурте пӗрле Сывлӑх ҫӗршывне илӗртӳллӗ ҫулҫӳреве кайнă. Ачасем, командӑсене пайланса, вӑйӑсенче заданисене пурнӑҫланӑ, юмах тупсӑмне тупнӑ, сывлӑхӗ ҫинчен калакан ваттисен сӑмахӗсене аса илнӗ. Вӑхӑта хаваслӑ та хастар ирттернĕ.
#ДетскаяДвороваПлощадка2022
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.

 

Ситекпуçĕнчи сывлӑх кунӗ
Ситекпуçĕнчи сывлӑх кунӗ
Ситекпуçĕнчи сывлӑх кунӗ
Ситекпуçĕнчи сывлӑх кунӗ
Ситекпуçĕнчи сывлӑх кунӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: