+3 °С
Уҫҫӑнах
Республикӑра коронавируспа чирлекенсен шучӗ ӳссе пырать. Юлашки талӑкра диагноза 425 ҫынра ҫирӗплетнӗ.
Регионти Сывлӑх сыхлав министерствин даннӑйӗсем тӑрӑх, стационарта чирлӗ 232 ҫын. Вӗсенчен 16-шĕ - йывӑр чирлеççĕ, виҫҫӗшне ӳпкене искусственнӑй вентиляцине куҫарнӑ. Амбулаторинче 1944 ҫын сипленет.
Пушкӑртстанра пурӑнакан 14 609 ҫын вакцинациленнĕ, пандеми пуҫланнӑранпа пурӗ 2 925 443 ҫынна икӗ компонентпа та вакцинациленĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.