Сентябрӗн 22-мӗшӗнче Михайловкăри шкул-интернатра Сывлӑх кунӗ иртнӗ, унӑн тӗллевӗ - сывлӑх ҫинчен вӗрентекен хăнăхăва йӗркелесси тата аталантарасси, сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫирӗплетесси, вӗренекенсене сывлӑхне упрама тата ҫирӗплетме явӑҫтарасси.
Сывлӑх кунӗ уҫӑ сывлӑшра ҫирӗп йӗркеленнинчен пуҫланнă. Директорӑн воспитани енĕпе ӗҫлекен заместителӗ Татьяна Николаевна Хусаинова сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен калаҫу ирттернĕ. Педагог-организатор, педагог-психологпа тата воспитательпе пӗрле хускануллă вӑйăсем, "Сывӑ ӳтре – сывӑ ăс-тăн" спорт ӑмӑртӑвӗсем йӗркеленӗ. Ачасем икĕ командӑна пайланнă та спорт заданийӗсене хӑвӑрт та ҫӑмӑллӑн пурнӑҫлама тӑрӑшнă. Ӑмӑрту программи тулăх пулнă. Сывлӑх кунӗ ырӑ кӑмӑл-туйӑма уçма пулӑшать, пурне те хӑйӗн пултарулӑхне уҫса лайӑх енӗсене кӑтартма май парать: таврари ҫынсене хисеплени, юлташсемшӗн тӑрӑшни, вӑй-хал, тӳсӗмлӗх, тавҫӑрулӑх, чӑтӑмлӑх, нумай усӑллӑ информаци илме май парать. Эпир ЗОЖшăн!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Михайловкăри коррекци шкул-интернатăн социаллă сетьри страницинчен.