Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
24 Октябрӗн 2022, 20:46

Пушкӑртра мобилизациленӗ граждансене республика санаторийӗсенче сипленме сертификатсем парӗҫ

Мобилизациленӗ граждансене санаторисенче сыватма укҫа-тенкӗ республика хăйĕн бюджетĕнчен тӳлет.

Пушкӑртра мобилизациленӗ граждансене республика санаторийӗсенче сипленме сертификатсем парӗҫ
Пушкӑртра мобилизациленӗ граждансене республика санаторийӗсенче сипленме сертификатсем парӗҫ

Пушкӑртстанра республикӑри санаторисенче сывлӑха ҫирӗплетме мобилизациленӗ граждансене сертификат парӗҫ, пӗлтерет регион правительствин пресс-служби. Пулӑшу мерине Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫирӗплетнӗ, спецоперацие хутшӑнакансене пулӑшмалли плана пурнӑҫланӑ шайра пурнӑҫлаççĕ.
Пушкӑртри ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Полянская пӗлтернӗ тӑрӑх, сертификат номиналӗ республикӑри санаторире пулнӑ пӗр кунӑн вӑтам хакӗнчен палӑрӗ. Паян вӑл тӑватӑ пин ытла. Сумма 61,5 пин тенкӗрен ытла пулмалла мар.
- Сиплев тăршшӗ икĕ эрне. Медицина ӗҫ-хӗлне пурнӑҫламашкӑн здравницӑсен лицензи пулмалла, - палӑртнă ведомство ертӳҫи.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене мобилизаци тапхӑрӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫулталӑк хушшинче сертификат парӗҫ. Мобилизациленӗ граждансене санаторисенче сыватма укҫа-тенкӗ республика хăйĕн бюджетĕнчен тӳлет.
Сертификата илес тесен МФЦ заявлени çырмалла. Сывлӑха ҫирӗплетмелли сертификат срокĕ пӗр ҫулпа танлашать.
"МГ" информацийĕпе.

 

 

Пушкӑртра мобилизациленӗ граждансене республика санаторийӗсенче сипленме сертификатсем парӗҫ
Пушкӑртра мобилизациленӗ граждансене республика санаторийӗсенче сипленме сертификатсем парӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: