Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
14 Декабрӗн 2022, 14:20

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫакӑ пулать те ӗнтӗ тӗрӗс суйлав

Çирĕклĕри культура çуртĕнче "Пушкин картти" проект шайӗнче "Санӑн шанчӑклӑ ҫулу сан аллунта" пĕлÿ сехечĕ иртнӗ.

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫакӑ пулать те ӗнтӗ тӗрӗс суйлав
Сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫакӑ пулать те ӗнтӗ тӗрӗс суйлав

Çирĕклĕри культура çуртĕнче "Пушкин картти" проект шайӗнче "Санӑн шанчӑклӑ ҫулу сан аллунта" пĕлÿ сехечĕ иртнӗ. Ҫамрӑк ачасемпе сывӑ пурнӑҫ йӗркин пӗлтерӗшӗ, сывлӑха сиенлӗ хӑнӑхусем витӗм кӳни, вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен калаҫу ирттернӗ. Ачасем "Ырлӑх чечекне" пуҫтарнă, сывлăх çинчен калакан ваттисен сӑмахӗсемпе ҫунатлӑ пуплевсене аса илнĕ, ҫавӑн пекех сиенлӗ йӑласенчен сывӑ та ирӗклӗ юласси ҫинчен шухӑшланă. Малалла ачасем спорт викторинине хаваслӑ та хастар хутшӑннă.
Тӗлпулура пулнисем ҫапла пĕтĕмлетÿ тунӑ: сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫакӑ пулать те ӗнтӗ тӗрӗс суйлав.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫакӑ пулать те ӗнтӗ тӗрӗс суйлав
Сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫакӑ пулать те ӗнтӗ тӗрӗс суйлав
Сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫакӑ пулать те ӗнтӗ тӗрӗс суйлав
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: