Çутă çул
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Сывлăх
3 Кӑрлач 2023, 14:16

Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗ хыҫҫӑн организма мӗнле пулӑшмалла?

Апат çиессинчен хӑтӑлма май килмесен, юлашки кунсенче выҫӑ ларма юрамасть, яланхи режим ҫине лӑпкӑн куҫмалла.

Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗ хыҫҫӑн организма мӗнле пулӑшмалла?
Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗ хыҫҫӑн организма мӗнле пулӑшмалла?

Ҫӗнӗ ҫул уявӗсем шӑпах хӗрсе пыраҫҫӗ, январӗн пӗрремӗш эрни вара, яланхи пекех, сӗтел патӗнче тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе иртет.
Ҫуллӑ апат нумай йӗрсӗр иртмест. Экспертсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫул эрни – ҫулталӑкра сывлӑхшӑн чи хӑрушши.
Организма уяв хыҫҫӑн мӗнле пулӑшасси ҫинчен Пушкӑртстан Сывлӑх сыхлав министерствин тулашри тӗп специалисчӗ Рушания Ялалова каласа панă. "Тазсемпе" оливье салачӗ хатӗрленӗ вӑхӑт иртсе кайнине палӑртнă вӑл. Халӗ Раҫҫей çыннисен аппетичӗ виҫеллӗрех, темле ытлашши çини ҫинчен калаҫма кирлӗ мар. Ҫавӑн пекех эксперт салатсем хатӗрленӗ чухне ҫав кун ҫисе яракан пӗр пайне ҫеҫ хутăштарма канаш панӑ. Иккӗмӗш пайне кӑшт каярах сахалрах калориллӗ ингредиентсем ярса пăтратма пулать. Ҫавӑн пекех апат-ҫимӗҫе тӗрӗслеме, тата ытлашши ҫимессе тӑрӑшмалла.
- Ытларах уҫӑлса ҫӳремелле, майӗпен вăй-хал илекен ӗҫсем тумалла, - каласа парать Рушания Ялалова. - Сӑмахран, вӑрманта уҫӑлса ҫӳреме е паркра йӗлтӗрпе ярӑнма юрать.
Апат çиессинчен хӑтӑлма май килмесен, юлашки кунсенче выҫӑ ларма юрамасть, яланхи режим ҫине лӑпкӑн куҫмалла.
"МГ" информацийĕпе.

 

Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗ хыҫҫӑн организма мӗнле пулӑшмалла?
Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗ хыҫҫӑн организма мӗнле пулӑшмалла?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: