Пушкӑрт шкулсенче стоматологи кабинечӗсене йӗркелес енӗпе малта пыракан регионсен шутӗнче. Регион Сывлăх сыхлав министерствин пресс-службин информацийӗ тӑрӑх, республика сывлӑх сыхлавӗн организаторӗсем 30 ҫул каярахри ача-пӑча вӗренӳ организацийӗсенче стационарлӑ кабинетсене упраса хӑварма май килет. Ҫакӑ шкул ачисен стоматологи сывлӑхне пулӑшма тата ҫирӗплетме профилактика мероприятийӗсем ирттерме май парать.
ПР Сывлăх сыхлав министерствин тулашри тӗп стоматологӗ, Уфари 3-мĕш ача-пӑча стоматологи поликлиникин тӗп врачӗ Римма Ганиева каланӑ тӑрӑх, республикӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенче 204 стоматологи кабинечӗ шутланать.
Римма Ганиева 2023-2024 ҫулсенче республикӑри шкул стоматологийӗн службине тата 30 ҫӗнӗ кабинетпа вӑйлăтасси ҫинчен хушса хунă.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-02-09/bashkiriya-v-chisle-regionov-liderov-po-organizatsii-stomatkabinetov-v-shkolah-3136873
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Сывлăх сыхлав министерстви.