Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
22 Мартӑн 2023, 13:09

Пушкӑртстанра шкул стоматологине хастар аталантараҫҫӗ

Шкул стоматологи кабинечӗсем пурри стоматологи пулӑшӑвӗпе усӑ курмалли майсен шайне ӳстерет.

Пушкӑртстанра шкул стоматологине хастар аталантараҫҫӗ
Пушкӑртстанра шкул стоматологине хастар аталантараҫҫӗ

Пушкӑртра шкул стоматологине хастар аталантараҫҫӗ. Республикӑри вӗренӳпе наука министрӗн Айбулат Хажинăн сӑмахӗсем тӑрӑх, 2022 ҫулта регионта 12 стоматологи кабинечӗ уҫӑлнӑ. 2023 ҫулта тата 30 уҫма палӑртнӑ.

"Паянхи куна республикӑра 214 ятарлӑ шкул стоматологи кабинечӗсене лицензиленӗ, вӗсенчен 80 стоматологи кабинечӗ «Взлетай» проекчӗн "Сывӑ кулă" модулӗн шайӗнче уҫӑлнӑ. Пӗлтӗр кӑна ҫак тӗллевсем валли республика бюджетӗнчен 14,4 млн тенкӗ уйӑрнӑ, кӑҫал вара - 36,1 млн тенкӗ", - каласа панă "Башинформ» корреспондентне Çутĕç министерствин пуҫлӑхӗ.

Шкул стоматологи кабинечӗсем пурри стоматологи пулӑшӑвӗпе усӑ курмалли майсен шайне ӳстерет. Уйрӑмах ял территорийӗсем ҫинчен сӑмах пынӑ чухне ҫакӑ питӗ кирлӗ.

Республикӑри вӗренӳ организацийӗсенче стоматкабинетсене ҫӗнӗрен чӗртесси ҫинчен калакан йышӑнӑва Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пуҫарнӑ. Халӗ регион ПФОра шкул стоматологийӗпе малти позицисем йышӑнать.

Ҫавӑн пекех Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ хушнипе килӗшӳллӗн шкул стоматологи кабинечӗсенче педагогсем те сипленме пултарччӑр тесе йĕркелÿ ыйтăвĕсем татса параҫҫӗ.

https://www.bashinform.ru/news/social/2023-03-22/v-bashkirii-aktivno-razvivayut-shkolnuyu-stomatologiyu-3177047

 

 

Пушкӑртстанра шкул стоматологине хастар аталантараҫҫӗ
Пушкӑртстанра шкул стоматологине хастар аталантараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: