К. Иванов ячĕллĕ Пăслăкри вăтам шкулăн Кистенлĕри филиалĕнчи кĕске вăхăт пулакан шкулчченхи ушкӑнри занятисенче, "Раççей ял хуçалăх надзорĕн юмахӗсем" режимлӑ самантсенче аудиоматериалсемпе усӑ кураҫҫӗ. Яланхи пек мар ҫутта кӑларакан формат грипп, ОРВИ тата коронавирус инфекцийӗн профилактики енӗпе патшалӑх социаллӑ коммуникаци проекчӗн шайӗнче пурнӑҫланать. "Ача грипа мĕнле ҫӗнтернӗ" юмахран вирус чирӗсенчен мӗнле хӳтӗленмеллине, чир вăйлăланса кайнӑ вӑхӑтра праҫниксене ҫӳреме юраманнине, куҫа вараланчӑк алӑсемпе сӑтӑрмалла маррине, алӑсене ҫумаллине пӗлнĕ. "Ырӑ хӑнӑхусем ҫинчен калакан юмах" прививкӑсенчен хӑрамасса вӗрентет. Прививка пӗчӗккисене "усал чӗрчунсенчен": вируссенчен, микробсенчен "асамлӑ хӗҫ" хӳтӗленӗ пек хӳтӗлет. «Раççей ял хуçалăх надзорĕн юмахӗсем» аудиоматериалсем ачасемшӗн питӗ кӑсӑк, пӗчӗккисене кӑсӑк формӑллӑ санпросвет ҫинчен пӗлтернипе чире чакарма пулӑшаҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: К. Иванов ячĕллĕ Пăслăкри вăтам шкулăн Кистенлĕри филиалĕн социаллă сетьри страницинчен.