Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
7 Августӑн , 12:57

«Сывлӑх поезчĕ» Пишпÿлек районӗнче пурӑнакансен сывлӑхне тӗрӗслет

Район территорийӗнче августӑн 1-мӗшӗнчен ӗҫлеме пуҫласа, ял ҫыннисене юрӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ парса, «Сывлӑх поезчĕ» августӑн 6-мӗшӗнче Ситеке ҫитрӗ.

«Сывлӑх поезчĕ» Пишпÿлек районӗнче пурӑнакансен сывлӑхне тӗрӗслет
«Сывлӑх поезчĕ» Пишпÿлек районӗнче пурӑнакансен сывлӑхне тӗрӗслет
Район территорийӗнче августӑн 1-мӗшӗнчен ӗҫлеме пуҫласа, ял ҫыннисене юрӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ парса, «Сывлӑх поезчĕ» августӑн 6-мӗшӗнче Ситеке ҫитрӗ. Районти тӗп больницӑри тухтӑрсен ӗҫ графикӗпе килӗшӳллӗн вӑл кунта икӗ кун пулӗ.
— Эпир ҫитнӗ ҫӗре Ситек çыннисем врачсем патне приема пуҫтарӑннӑччӗ ӗнтӗ, — тет Пишпÿлекри тĕп район больницин медицина ӗҫченӗсен аслӑ ушкӑнӗнчи участокри врач-терапевт Гузель Зарипова. — Пирӗн медицина тӗрӗслевӗсем пурте тӳлевсӗр тата чĕрĕ черетпе. Паян пирӗн патра вӑтӑр ытла ҫын пулчӗ ӗнтӗ. Кунта ытларах ҫитӗнсе ҫитнӗ халӑх, унта ытларах пенси умӗнхи тата пенси ҫулӗсенчи ҫынсем. Вӗсем анализсем пачĕç, терапевт, акушер-гинеколог, эндокринолог патӗнче, куҫса ҫӳрекен флюорографире тата куҫса ҫӳрекен маммографи комплексӗнче йышӑнура пулчĕç. Ял ҫыннисем яланах ял хуҫалӑх ӗҫӗсемпе тăрăшаҫҫӗ, анчах эпир паян аллӑ ытла ҫынна йышӑнасса шанатпӑр. Ыран вара пациентсене тухтӑр-стоматолог, окулист йышӑнӗҫ. Пирӗн тӗллев — район центрӗнчен аякри ялсенче пурӑнакансем хушшинче инфекциллӗ мар вӑраха кайнӑ чирсене тата хӑрушлӑх факторӗсене иртерех тупса палӑртасси тата диспансер сӑнавӗнче тӑракан ҫынсене, ҫавӑн пекех район больницине ҫитме хĕнтерех ватӑ пенсионерсене медицина пулӑшӑвӗ парасси. Хальхи вӑхӑтра тӑван ялӗнче пулнӑ,  ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн реабилитаци иртекен боец та приема килнӗ.
 
Владимир СМОЛОВ.
 
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.
 
«Сывлӑх поезчĕ» Пишпÿлек районӗнче пурӑнакансен сывлӑхне тӗрӗслет
«Сывлӑх поезчĕ» Пишпÿлек районӗнче пурӑнакансен сывлӑхне тӗрӗслет
«Сывлӑх поезчĕ» Пишпÿлек районӗнче пурӑнакансен сывлӑхне тӗрӗслет
«Сывлӑх поезчĕ» Пишпÿлек районӗнче пурӑнакансен сывлӑхне тӗрӗслет
«Сывлӑх поезчĕ» Пишпÿлек районӗнче пурӑнакансен сывлӑхне тӗрӗслет
«Сывлӑх поезчĕ» Пишпÿлек районӗнче пурӑнакансен сывлӑхне тӗрӗслет
Автор: Марина Иванова
Читайте нас