Уфара васкавлӑ медпулӑшу больницин территорийӗнче вырнаҫнӑ Инсульт мониторингӗн центрӗ хӑйӗн ĕҫне пуҫланă.
Паянхи кун медицина специалисчӗсем пациентсене хӑвӑрт тата тӗрӗс инсульт диагнозне мĕнле лартни пирки район больницин поликлиникин заведующийӗ Эльнара Миниахметова каласа парать.
- Инсульт пулнине çирĕплетме, ПР Сывлӑх сыхлав министерстви палӑртнӑ маршрутизаципе килӗшӳллӗн, пирӗн пациентсем Октябрьский хулинчи юн тымар центрне ҫул тытаҫҫӗ, унта вӗсене пуҫ мимине КТ ирттереҫҫӗ. Çак кунсенче Уфара васкавлӑ медпулӑшу больницинче уҫӑлнӑ Инсультсен мониторинг центрӗпе канашлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ Центрта чи лайӑх врач-неврологсем, юн тымар хирургӗсем, рентгенологсем, нейрохирургсем, искусствӑлла интеллект технологине тӗпе хурса пайӑрка диагностикин специалисчӗсем ӗҫлеҫҫӗ, — тет Эльнара Урановна. — Ҫакӑ «Сывлӑх» - «Чӗрепе юн тымар чирӗсемпе кӗрешесси» регионти нацпроекта пурнӑҫа кӗртнипе май пулнă. Халӗ республикӑри больницӑсенчен даннӑйсем Инсульт мониторингӗн центрне (ЦМИ) ҫитӗҫ, квалификациллӗ специалистсем пациентсене кӗске вӑхӑтра медицина пулӑшӑвӗ пама пултарӗҫ. Ку проект хӑйне евӗрлӗ, унта пӗтӗмпех пӗрремӗш хут тӑваҫҫӗ. Ара, инсульт чухне медицина пулӑшӑвӗ памалли ҫакнашкал тытӑм Раҫҫей Федерацийӗнче ниҫта та ҫук темелле. Хальхи обществӑра юн ҫаврӑнӑш системин чирӗсем - медицинӑпа социаллӑ чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Васкавлӑ медпулӑшу больницисен никӗсӗ ҫинчи Инсультсене мониторинглакан центр ятарлӑ, ҫав шутра пирӗн районти халӑха тата пуҫ миминчи юн ҫаврӑнӑшӗ пӑсӑлсан пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗ парассине йӗркелесе пырӗ. Инсульт мониторингӗн центрне туса хурасси пирӗншӗн — ҫитӗнӳ, инсультологири прогресс. Инсульт мониторинг центрӗн специалисчӗсен бригади талӑкӗпех республикӑри больницӑсен ӗҫне тӗрӗслесе тӑрӗç. Халӗ эпир шансах калама пултаратпӑр: «Ҫук!» инсультсене.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.
Инсульт мониторинг центрӗ мӗн вӑл? Район е хула больницине инсульт е инфаркт пулма пултарнă пациент килсен кирлӗ тӗрӗслевсем ирттереҫҫӗ. Онлайн мелпе терĕслев кӑтартӑвӗсене тӗп хулари пысӑк квалификациллӗ специалистсем кураҫҫӗ, вӗсем вырӑнсенчи тухтӑрсене пулӑшаҫҫӗ, сиплев тактикипе «иккӗмӗш шухӑш» параҫҫӗ. Центр Уфари васкавлӑ медпулӑшу больницинче вырнаçать.