«Сывӑ республика — сывӑ регион» республика акцин районти пӗтӗмлетӗвӗсене тунă. Халӑх сывлӑхне ҫирӗплетме тӗллев лартнӑ мероприяти халӑхран анлӑ пулӑшу илнӗ.
Пушкӑртстанра «Сывӑ республика — сывӑ регион» анлӑ акци вӗҫленнӗ. Иртнӗ ҫулсенчи пекех, районсенче те вӑл тӳрремӗнех «Сывлӑх поезчĕсемпе» ҫыхӑннӑ. Ҫичĕ ҫул ӗнтӗ ПР Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хушнипе «сывлӑх поезчĕсем» тӗрлӗ чир-чӗре иртерех тупса ҫынсен пурнăçне ҫӑлаҫҫӗ. Шӑпах ҫапла майпа пысӑк квалификациллӗ медицина ӗҫченӗсем кӑҫал усал шыçă чирĕ, сахӑр диабечĕ, туберкулез тата юн пусӑмӗ ӳсни пирки тӑватӑ пин ытла самант тупса палӑртнӑ. Пишпÿлек районӗнчи тухтӑрсем кӑҫал «Сывӑ республика — сывӑ регион» республика акцине хутшӑнса мӗнле ҫитӗнӳсем туни ҫинчен районти тӗп больницӑн тӗп тухтӑрӗ Марат Абдуллин пӗлтернӗ.
- Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче «Сывлӑх поезчĕ» пирӗн район территорийӗнче икӗ эрне тăршшĕ Хушăлка, Ситекпуç, Ситек, Азнай, Кунаккăл, Пăслак ялсенче ӗҫлерӗ. Манӑн практикӑра виҫҫӗмӗш хут райбольницӑн тӗп тухтӑрӗ вырӑнӗнче район центрӗнчен аякри ялсенче пурӑнакансене тухса тӗрӗслерӗҫ. «Сывлӑх поезчĕ» ӗҫне Октябрьский хулинчи куҫса ҫӳрекен флюорограф, маммограф тата медицина комплексӗ, çаплах Пишпÿлекри тĕп больницан куҫса ҫӳрекен ФАПĕ хутшӑннӑ. Медицина тӗрӗслевӗсенче çынсене ФАП фельдшерӗсем, акушеркӑсем, процедура, рентген тата функционаллӑ кабинетсен медицина сестрисем тӳлевсӗр майпа тата черет йӗркипе йышӑннӑ. Паллах, кунта ансӑр специальноҫлӑ врачсем терапевт, эндокринолог, офтальмолог, онколог, гинеколог, ультрасасӑ диагностикин врачӗ хутшӑннӑ. Пациентсене медицина тӗрӗслевне пӗрремӗш хут стоматолог-тухтӑр та йышăннă. Пур ҫӗрте те халӑха пӗлтерессине тата инçетри ялсенчен ял тӑрӑх администрацийӗсемпе Пишпÿлекри тĕп больницан автотранспорчӗпе пациентсене илсе килессине лайӑх йӗркеленӗ.
Пишпÿлекри тĕп больницан тӗп тухтӑрӗ Марат Абдуллин ирттернӗ тӗрӗслевсен тата тӗрлӗ чир-чӗре тупса палӑртнин конкретлӑ цифрисене асӑннă. Тухтӑрсемпе ансӑр специалистсем 2177 ҫын медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнӑ: флюорографи — 440 ҫын, маммографи — 128 хӗрарӑм, инструментлӑ тӗпчев тӗсӗсем — 1586 ҫын. 515 ҫыннӑн юн пусӑмӗ, холестерин, юнри глюкоза шайӗ ӳсни пек чир-чӗр хӑрушлӑхӗн инфекциллӗ мар факторӗсене тупса палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех пӗрремӗш хут тупса палӑртнӑ чи пӗлтерӗшлӗ чирсене палӑртнӑ - пилӗк ҫыннӑн усал шыҫҫине, 10 пациентӑн сахӑр диабетне тата 35 ҫыннӑн чӗрепе юн тымарӗсен тытӑмӗн чирӗсене.
— «Сывлӑх поездне» пула ял ҫыннисем медицина тӗрӗслевсем иртме кӑна мар, специалистсенчен те канашлама, сывлӑх тӗлӗшӗнчен хӑйсен ҫӑхавӗсем пирки сӗнӳсем илме пултарнă, - терӗ Марат Абдуллин. - «Сывлӑх поезчĕсем» акцин пахалӑхне лайӑхлатас тата ӳстерес тесе ним иккӗленмесӗрех, чирӗн малтанхи тапхӑрӗнче тӗрлӗ чирсене тупса палӑртас енӗпе лайӑх динамика тӑваҫҫӗ. Шала кайнӑ чире сиплеме яланах йывӑр. Ку чирлӗ пациентсемшӗн укҫа-тенкӗ енчен питӗ кӑткӑс та нумай тӑкаклӑ процедура. Ансат чӑнлӑха калам: ҫынсен хӑйсен сывлӑхне хӑйсем пăхмалла, тухтӑрсен йышӑнӑвне килмелле. Ара, темшӗн автотранспорт хатӗрӗсен хуҫисем, ҫав шутра ял хуҫалӑх техникине те, кашни ҫулах хӑйсен машинисене, тракторӗсене, комбайнӗсене техника тӗрӗслевӗ ирттереҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑйсен сывлӑхӗ пирки пачах манаҫҫӗ. Капла юрамасть!
-Транспорт ҫуккипе е ытти сӑлтавсене пула аякри ялсенчи ҫынсем ҫулленхи медтӗрӗслевсене час-часах иртмеҫҫӗ, - тет Пишпÿлек тĕп больницин участок врач-терапевчӗ Гузель Тагировна Зарипова. - Кунта вӗсен ӳсӗм чиккисем витӗм кӳреҫҫӗ пулӗ: ял халӑхӗ майӗпен ватӑлать. Пирӗн халӑх вара, уйрӑмах аслӑ ӑру, пурне те чӑтма, ыратнине чӑтса ирттерме хӑнӑхнӑ. «Сывлӑх поезчĕсем» шӑпах ҫав ҫынсене пулăшма пыраҫҫӗ. Вӗсене те шута илмессе юрамасть. Ҫынсен сывлӑх ыйтӑвӗсем хушӑнсах пыраҫҫӗ, шел те, ҫулсерен чакмаҫҫӗ. Районти тӗрӗсленӗ ялсенчи «Сывлӑх поезчĕн» тухтӑрӗсемпе медицина ӗҫченӗсен кӑҫалхи ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗ иккӗлентермест. Усал шыççăн усĕмĕ йӗркеллех пырать, анчах ҫав вӑхӑтрах сахӑр диабечӗн, ҫавӑн пекех чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсен кӑтартӑвӗсем ерипен ӳссе пыраҫҫӗ. Эпир пациентсене пурне те ЦУК диспансер учетне те (специалистсемпе инҫетрен канашлани) илнӗччӗ. Маммографи тӑрӑх динамика тупса палӑртман. Ун вырӑнне вар-хырӑм ҫулӗн чирӗсене тупнӑ.
Акцие пӗрремӗш хут стоматологсем хутшӑннине каланӑччӗ ӗнтӗ. Ҫапла вӗсем икӗ пациентӑн ҫӑвар тата чӗлхе хӑвӑлӗнче усал шыҫӑ пулнине тупса палӑртнӑ. Акци йӗркелӳҫисен халӑхпа вырӑнсенче питӗ лайӑх ӗҫленине палӑртас килет. Азнайпа Тулубай ялӗсенче вырӑнти халӑх медицина тӗрӗслевне хастар йышӑннӑ: кунсерен ҫитмӗл ытла ҫын килнӗ. Ситек ялӗнчи Надежда Вячеславовна Семенована тата Кунаккăл ялӗнчи Айгуль Закарьевна Фаттахована ФАП заведующийӗсене «Сывлӑх поезчĕ» хӑйсем патне ҫитнӗ хыҫҫӑн халӑхпа ӗҫлессине лайӑх йӗркеленӗшӗн тав тӑвас килет.
— Флюорографи ҫулсерен хӑйӗн сывлӑхӗ ҫинчен шухӑшлакан кашни ҫитӗннӗ ҫыннӑн иртмелле, - шанать Пишпÿлек тĕп больницин рентгенологӗ Валентина Анатольевна Стародубова. - Кӑкӑр шӑмми вӑл - ҫын пурнӑҫӗнчи питӗ кирлӗ орган. Шӑпах ҫакӑнта талӑкӗпех кӑна мар, пирӗн пурнӑҫ тӑршшӗпех пӗр чарӑнмасӑр ӗҫлекен чӗрепе ӳпке пур. Кӑкӑр шӑмминчи кирек мӗнле патологи улшӑнӑвӗ те ҫийӗнчех сывлӑха витӗм кӳрет: юн пусӑмĕ ӳсет, сывлӑш пӳлӗнет, кӑкӑр ыратать. Ҫавӑнпа та обязательнӑй майпа тӗрӗслемелли ҫакӑн пек ҫирӗп требованисем, чи малтан, пӗтӗм ӗҫлеме пултаракан халӑха. Анчах пенсионерсем пирки те пӗрре те манмалла мар. Вӗсене пирӗн пата районти больницӑна килме ҫӑмӑл мар пулать. Кунта вара эпир хамӑр вӗсем патне килетпӗр. Куҫса ҫӳрекен флюорограф ӗҫленӗ вӑхӑтра «Сывлӑх поезчĕ» пилӗк кунра пилӗкҫӗре яхӑн ҫын йышăннă. Ку лайӑх цифра! Эппин, ҫынсем хӑйсен сывлӑхӗ пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.
«Сывӑ республика — сывӑ регион» акци Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хушнипе ҫиччӗмӗш хут иртет. Пӗлтӗр куҫса ҫӳрекен комплекссем 170 пин ытла ҫын йышӑннӑ.
Кӑҫал мобильлӗ бригадӑсем 356 ялти халӑха пӑхса тухнӑ. Пурӗ 40 пин ытла рентген процедурине пурнӑҫланӑ, вӑл шутра флюорографи тата маммографи. Медиксем усал шыçă чирӗсем, сахӑр диабечӗ, туберкулез тата юн пусӑмӗ ӳсни пирки иккӗленекен тӑватӑ пин ытла тӗслӗхе тупса палӑртнӑ.