Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
7 Октябрӗн , 11:12

Пишпÿлекпе Хушăлка ачисен пурнӑҫне спорт ҫирӗп кӗрсе юлнӑ

Геройсем Пишпÿлекри 1-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен Виталина Алексеева, Элиза Давлетшина, Рилана Нуриева, Пишпÿлекри 2-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен Таир Давлетшин тата Хушăлка вӑтам шкулӗнче вӗренекен Антон Пликинпа Максим Меньщиков.

Пишпÿлекпе Хушăлка ачисен пурнӑҫне спорт ҫирӗп кӗрсе юлнӑ
Пишпÿлекпе Хушăлка ачисен пурнӑҫне спорт ҫирӗп кӗрсе юлнӑ

 

Геройсем Пишпÿлекри 1-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен Виталина Алексеева, Элиза Давлетшина, Рилана Нуриева, Пишпÿлекри 2-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен Таир Давлетшин тата Хушăлка вӑтам шкулӗнче вӗренекен Антон Пликинпа Максим Меньщиков.

 Пирӗн чемпионсен наградисем питӗ нумаййине пӑхсан ҫак ачасем миҫе ҫултине ӑнланса илсе тĕлĕнетĕн. Пирӗн спортсменсен ҫӗнтерӗвӗсемпе ҫитӗнӗвӗсем, паллах, пултаруллӑ, ҫине тӑракан, ҫирӗп кӑмӑл-туйӑмлӑ ачасен, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсен, Петр Георгиевич Николаев тренерӑн хастар ӗҫӗшӗн яланах мӑнаҫлӑх тата тав туйӑмӗ ҫуратаҫҫӗ.

«Спорт вӑл — ҫӗнтерӳсен савӑнӑҫӗ. Ҫавӑн пекех вӑл хӑвна ху ҫӗнтерни, хӑвна ху лайӑхлатас ҫул ҫинчи кулленхи ӗҫ. Ӑсталӑх кулленхи тренировкӑсене пула килет», — ҫапла ӑнлантарать хăй спорт çине мĕнле пӑхнине саккӑрмӗш класра вӗренекен Виталина Алексеева. Унӑн шутӗнче наградӑсем сахал мар. Темиҫе ҫул тăршшĕ вӑл палӑртнӑ тӗллев патне — чемпионка пулма — ҫирӗп утать, кашни ӑмӑртурах кӑтарту хушса пырать.

Пирӗн шкул ачисем çӑмӑл атлетикӑра палӑрнă: ҫиччӗмӗш класра вӗренекен Антон Пликин тата тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Максим Меньщиков. Ачасен пухмачӗнче — Пишпÿлек тата Пелепей районӗсен первенствисенче чи çÿллĕ наградӑсем нумай.

«Мана тренировкӑсене ҫӳреме, хамӑн туссемпе вӑхӑт ирттерме питӗ килӗшет. Ҫавӑнпа та эпӗ шӑпах ҫак енӗпе чарӑнса тӑма шутларӑм, мӗншӗн тесен халӗ маншӑн спорт — манӑн пурнӑҫӑн пӗр пайӗ. Ман шутпа, спортпа кашни ҫыннӑн туслашмалла. Спорт ҫыннӑн ӳт-пӳ кӑтартӑвӗсене аталантарать», — тет Элиза Давлетшина. Спортпа туслашакан ҫын йӑрӑс пӳллӗ, илемлӗ пӳ-силлӗ. Ахальтен каламаҫҫӗ: «Сывӑ ӳт-пӳре — сывӑ ăс-тăн!»

— Хӑнӑхтарусем нумай ҫыннăн сывлӑхне тавӑраҫҫӗ, — хушса хурать хӑйӗн тусӗсене ҫӑмӑл атлетика енӗпе пулас тепӗр чемпионка Рилана Нуриева, медальсен шучӗпе вӑл спортри тантӑшӗсенчен пӗрре те кая мар.

Саккӑрмӗш класра вӗренекен Таир Давлетшин ӳнерпе спорт енӗпе те пур енлӗ аталаннӑ, чупу енӗпе те хавхаланса тӑрӑшать, тренировкӑсене ҫӳрет. Унӑн спорт ҫитӗнӗвӗсен хушшинче районсен хушшинчи ӑмӑртусен грамотисемпе медалӗсем паллӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. «Эпӗ ҫӑмӑл атлетикӑна суйласа илтӗм, мӗншӗн тесен вӑл ирӗк вӑйне аталантарать, вӑй-хал шайне ҫӗклет, сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхтарать, хама хам аталанма май парать, ҫавӑн патне ӑнтӑлатӑп та», — пытармасть Антон Пликин.

«Спортпа туслашма хӑвӑр ӗҫ-хӗле пӗлсе йӗркелесен май пулӗ: тренировкӑсене ҫӳремелле, хӑвӑрпа ӗҫлемелле, яваплӑ та дисциплинӑллӑ пулмалла», — паллаштарать спорт ҫӗнтерӗвӗсен хӑйӗн рецепчӗпе Петр Георгиевич тренер. Вӑл хӑйӗн воспитанникӗсем пирки иккӗленмест, спорт пурнӑҫӗ пирки хыпарсемпе ашшӗ-амӑшӗсемпе мӑнаҫланса пайлать. Вӗсен медалӗсене, кубокӗсене, дипломӗсене курса 100% ӗненетӗн.

Элиза Давлетшина, Виталина Алексеева, Рилана Нуриева тата Антон Пликин чӑтӑмлӑхӗпе хӑйне ҫирӗп тытнине палӑртас килет — ҫапӑҫури характерлӑ ачасем. Вӗсен наградисен коллекцийӗ Пелепей хулинчи «Чемпион» спорт шкулӗнче пирӗн спортсменсен медалӗсен пуххине пуянлатрӗç.

«Кашни хӑйӗн шӑпине хӑй тӑвать тесе ахальтен каламаҫҫӗ. Пирӗн ачасем паян телейлӗ тесе шухӑшлатпӑр, вӗсем юратнӑ ӗҫпе — спортпа-туслӑ-ҫке», — теҫҫӗ атлетсен ашшӗ-амӑшӗсем. Тренерпа ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен спортсменӗсене ҫирӗп шанаҫҫӗ, вӗсене сывлӑш пек ҫӗнтерӳ кирлӗ-ҫке!

Евгения АЛЕКСЕЕВА.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Элиза Давлетшинан архивӗнчен.

 

Пишпÿлекпе Хушăлка ачисен пурнӑҫне спорт ҫирӗп кӗрсе юлнӑ
Пишпÿлекпе Хушăлка ачисен пурнӑҫне спорт ҫирӗп кӗрсе юлнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас