Эльвина Степанова саккӑрмӗш ҫул Ситекпуç ялӗнче пурӑнакансен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшать.
- Пирӗн фельдшер Эльвина - питӗ яваплӑ, пӗлекен, хутшӑнуллӑ, компетентлӑ, лӑпкӑ кăмăллă. Итлеме, тӗрӗс йышӑну тума пӗлет, харпӑр вӑхӑчĕпе шутлашмасть. Кирлӗ пулсан, эмелсем илсе килме те пулӑшӗ, киле те килет, врач патне те йышӑнӑва ҫырăнтарать. Чылай вӑхӑт пирӗн ялта медицина ӗҫченӗ пулман. Пирӗн пата çавăн пек специалиста янӑшӑн савӑнатпӑр. Ӑна профессиллӗ ӳсӗм, тав тӑвакан пациентсем, шӑпах пирӗн ялта май килнӗ таран ытларах ӗҫлеме тата ӑна хӑйне те, унӑн ҫемйине те, пурсӑмӑра та ҫирӗп сывлӑх сунатӑп! -медицина ӗҫченӗ çинчен ӑшӑ сӑмах калать педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Валентина Васильева.
Эльвина Степанова Мияки районӗнчи Миякитамак ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вакиля Магадиева фельдшер вӗсене мӗнле йышӑнни, яланах йӑл кулса пӑхни килӗшнĕ пӗчӗк Эльвинӑна. Унӑн шурӑ халачĕ, эмел шӑрши професси суйлас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Унӑн ырӑлӑхӗ, пациентсем ҫине мӗнле пӑхни, ырӑ кӑмӑлӗпе ҫынсене пулăшма тӑрӑшни халӗ те асрах.
2015 ҫулта хӗр Пелепейри медицина колледжне «Сиплев ӗҫӗ» специальноҫпа пӗтернӗ. 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен Альшей районӗнчи Мендяново ялӗнче фельдшерта ӗҫленӗ. Каярахпа Ермолкина качча тухнӑ, Пишпÿлек ялӗнчи «Дюймовочка» ача садне медсестра пулса ĕçлеме вырнаҫнӑ. Ҫур ҫултан, 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен, «Земский фельдшер» программӑна кӗрсе Ситекпуçĕнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
— Мобильлӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑличчен сиплев учрежденийӗ ача сачӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑччӗ, унта эпӗ ача пӑхмалли отпускчен ӗҫлеме пуҫларӑм та, — каласа парать нумай ачаллă анне. — Мӑшӑрӑмпа иксӗмӗрӗн виҫӗ ача — Ильнар 11 ҫулта, Арина — пилӗк ҫулта, Ярослав — икӗ ҫулта. Упӑшка «Башкиравтодор» АОра водитель пулса ӗҫлет.
Эльвина Салаватовна каланӑ тӑрӑх, ялта фельдшерта ӗҫлени — професси кӑна мар, чун туртни. Кунта терапевт та, педиатр та, кӑштах психолог та пулмалла. Лару-тӑрӑва хӑвӑрт хаклама, пӗрремӗш пулӑшу пама тата виҫеллӗ йышӑнусем тума пӗлни пӗлтерӗшлӗ. Вăл 300 ҫынна пăхса тăрать, вӗсенчен ачасем — 52, йывӑрлă ҫынсем — иккӗ, ҫулталӑка ҫитменнисем — иккӗ, медицина пулӑшӑвне килте кӳмелли граждансем пур.
— Ялта ӗҫлесси вӑл — уйрӑм яваплӑх, — тет Эльвина Салаватовна. — Эсӗ яланах куҫ умӗнче, ҫынсем сана чи хаклине — сывлӑхне — шанса параçççĕ. Ҫавӑнпа та кашни пациентпа май килнӗ таран тимлӗ пулма, итлеме, ӑнланма, пулӑшма тӑрӑшатӑп. Мана ҫынсене, уйрӑмах ватӑсене, пулӑшма, вӗсенчен тав сӑмахӗ илтме килӗшет.
Ватă ҫынсемпе медицина пулăшăвне кӑна мар, ахаль ҫын хутшӑнӑвне те кирлӗ ҫыхӑну тытни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртать вӑл.
Мобильлӗ ФАП Ситекпуç ҫыннисемшӗн чӑн-чӑн ҫӑлӑнӑҫ пулса тӑнӑ. Халӗ Эльвина Салаватовнан пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ пама мӗн кирли пурте пур: хальхи йышши оборудовани, медикаментсем, диагностикӑпа консультаци ирттерме май пур. Ҫуртра сивӗпе вӗри шыв пур. Питӗ лайӑх электричество хутса ӑшӑтни — нимӗнле сивӗ те хӑрушӑ мар. «Ку манӑн ӗҫе питӗ ҫӑмӑллатрӗ, — тунмасть фельдшер. — Халӗ эпир чӗнӳсене хӑвӑрт хуравлама, профилактика тӗрӗслевӗсем ирттерме тата чирсене вӑхӑтра тупса палӑртма пултаратпӑр».
Эльвина Степанова ял медицинин пуласлӑхӗ — ҫакӑн пек мобильлӗ комплекссемпе хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ специалистсем пуласса шанать. Вӑл малашне те ялта ӗҫлеме, ял ҫыннисен сывлӑхӗ ҫинчен шухӑшлама, ялта сывлӑх сыхлавне аталантарма хӑйӗн тӳпине хывма палӑртать. «Чи кирли — хӑвӑн ӗҫне тата ҫынсене юратни, вара пӗтӗмпех пулатех», — вӗҫлет ял фельдшерĕ йӑл кулса.
Галина ВАРИКОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Галина Варикова.
Медицина кадрӗсене ял тӑрӑхӗсене явӑҫтарма республикӑра «Земский доктор», «Земский фельдшер», «Врачи для малых медицинских организаций» программӑсем ӗҫлеҫҫӗ. 2024 ҫулта кӑна пӗтӗмӗшле 280 млн тенкӗлӗх тӳлевсене 279 медицина ӗҫченӗ илнӗ.
Пушкӑртстан «Земский доктор» тата «Земский фельдшер» программӑсене федераци укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерес енӗпе РФ топ-5 субъекчӗсен йышне кӗрет. Ҫавна пула, ытти регионсемпе танлаштарсан республикра сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсене медработниксемпе, ҫав шутра малтанхи звенопа, тивӗҫтерессипе япӑх мар лару-тӑру йӗркеленет.
Радий ХАБИРОВ, Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗ:
— Эпир ялти медицинӑшӑн нумай ӗҫ турӑмӑр, малалла та тӑватпӑр: республикипех 500 яхӑн фельдшерпа акушер пунктне, вунӑ участока яхӑн больницӑпа врач амбулаторине ҫӗнетрӗмӗр. Анчах малтанхи пекех чи кирли — унта ӗҫлесе пурӑнакан ҫынсем.
Пирӗн «Земский доктор/Земский фельдшер» федераци программи питӗ лайӑх, вӑл ял больницисенче ӗҫлеме медиксене укҫа-тенкӗ енчен хавхалантарать. Унпа пӗрлех республикӑра эпир шӑпах ФАПсем валли хатӗрленӗ «Земский фельдшер» программӑна пурнăçлатпăр. Муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене вырӑнсенче специалистсене ҫирӗплетес, вӗсене пур енлӗн пулӑшу кӳрес тӗлӗшпе те ӗҫлеме май пур условисем туса пама ыйтатӑп.