Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн «Воробушки» кӗҫӗн ушкӑнне хӑна - врач эпидемиолог Альбина Азатовна Китапова, пирӗн Арсланӑн амӑшӗ, килнĕ.
Эпир час-часах илтетпӗр: «Апат умӗн аллӑрсене çӑвӑр! Чӗрне ан кӑшлӑр! Таса улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ ҫеҫ ҫийӗр!» Мӗншӗн? Чир сӑлтавӗ мӗн пулма пултарать-ха?
Ҫак тата ытти нумай ыйтӑва ачасене Альбина Азатовна, «Микробсемпе вируссем» тематика занятийӗ ирттернӗ май, тишкерме пулӑшнă.
Микробсемпе вируссем камсем-ха вӗсем, мӗншӗн курмастпӑр-ха эпир вӗсене? Ҫитӗнӳ тӑвас тесе те ачасем ҫак ытарлӑ курӑнман организмсемпе ҫывӑхрах паллашнă. Вӗсем куҫа курӑнман пирки вара вӗсене ачасене ахаль кӑтартма май килмӗ. Анне-врач хӑйӗнпе пӗрле тӗрлӗ дидактика вӑййисем илсе килнӗ, вӗсем пулӑшнипе ачасем вируссемпе микробсенчен хаваспах хӑтӑлнă, аллисене тасатнă. Ҫавӑн пекех вӗсем микробсемпе вируссем ӑҫтан тухнине, вӗсем мӗнле сарӑлнине, чирлес мар тесен мӗн тумаллине пӗлнĕ.
Альбина Азатовнапа калаҫни ачасене питӗ килӗшнӗ, калаçу вӑхӑтӗнче усӑллӑ, пĕлмен, интереслӗ япаласем нумай пӗлме тӳр килнӗ! Сывлӑхлӑ пулӑр!
#деньзаднем
#ЗОЖ
#работасродителями
#родительскоепросвещениеРБ
#УлыбкаБижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.