Сывлӑхлӑ пулни аван: çакăнпа пурте килӗшеҫҫӗ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркин уссине пӗлсе эпир ҫапах та тухтӑрсен сӗнӗвӗсене яланах пӑхӑнмастпӑр. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма мӗн чӑрмантарать-ха пире? Сывлӑхпа вӑрӑм ӗмӗр ҫулӗ ҫинче мӗнле чӑрмавсене ҫӗнтермелле?
Эпир, Çирĕклĕ ялӗнчи ҫамрӑк пенсионерсен туслӑ команди, ҫак ыйту ҫине хурав илме вырӑнти ФАПа кайрӑмӑр.
Татьяна Георгиевна фельдшер сывлӑха упрамалли тата активлӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пымалли пирки пире паха канашсемпе паллаштарчĕ. Ҫынсене инсульт, инфаркт тата тӗрлӗ инфекци чирӗсенчен сыхланмалли, ҫак чирсене вӑхӑтра сиплемелли, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пымалли тата вӑрӑм ӗмӗрлӗ пуласси ҫинчен каласа пачӗ.
Ҫак мероприяти вӑхӑтӗнче илнӗ пӗлӳшӗн Татьяна Георгиевна фельдшера тав тӑватпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ клубĕн социаллă сетьри страницинчен.