Пишпÿлек районӗнче стоматологи кабинечӗсем Пишпÿлекри 1-мӗш тата 3-мӗш вӑтам шкулсенче ӗҫлеҫҫӗ.
Ирина Давлетшина стоматолог вӗренекенсене ачаранах специалистсем патне вӑхӑтра кайма хӑнӑхтарма, пысӑк инкек патне ҫитермессе пулӑшать. Врача Вера Тимофеева медсестра пулӑшать, унпа вӗсем 20 ҫул ытла тандемра ӗҫлеҫҫӗ. Специалист эрнере икӗ кун Пишпÿлекри 1-мӗш вӑтам шкулти стоматологи кабинетӗнче тата икӗ кун - Пишпÿлекри 3-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлет.
Стоматологи кабинечӗсене мӗн кирлипе тивӗҫтернӗ. Хальхи стоматологи установки, шӗнерпуҫ шкапӗ, стерилизаци автоклавӗ тата ӗҫлемелли мӗнпур оборудовани пур. Реноваци иртнӗ, мӗн ҫитменнине пурте туянса вырнаҫтарнă.
Кун каҫипе вӗсем патне вунна яхӑн ҫын пырать. Стоматологи пӳлӗмӗнче профилактика тӗрӗслевӗсем те, кариеса сиплесси те ирттерет. Тӗслӗхрен, ытларикун врач патне Пишпÿлекри 1-мӗш вӑтам шкулӑн 5 «в» класӗнче вӗренекенсем профосмотр ирттерме килчĕç.
- Вӗренӳ ҫулӗ пуҫламӑшӗнче пур ачана та тӗрӗслетпӗр, камӑн мӗнле йывӑрлӑхсем пуррине, стоматолог пулӑшӑвĕ кама кирлине палӑртатпӑр, — каласа парать ача-пӑча стоматолог тухтӑрӗ Ирина Давлетшина. - Кайран ӗнтӗ санаци тума тытӑнатпӑр, ун чухне кунне вуншар ҫын йышӑнатпӑр. Ҫавӑн пекех ачасене ҫӑвар тасалӑхне вӗрентетпӗр, сывлӑх урокӗсем ирттеретпӗр.
Стоматолог палӑртнӑ тӑрӑх, шкулти стоматологи кабинетӗнче 2020 ҫултанпа ӗҫленӗ май ӑна ҫулсерен ҫӑмӑлрах та ҫӑмӑлрах пулса пырать, мӗншӗн тесен шкул ачисем санаци витӗр тухнӑ ӗнтӗ. Вӑрттӑнлӑх мар, пур ашшӗ-амӑшӗ те ачасен шӑлӗсен тӑрӑмне тӗплӗн сӑнаса тӑмасть, ара, вӗсем врачсем мар-ҫке, пуҫламӑш кариеса палӑртаймаҫҫӗ. Шкулта вара ачасем пуҫламӑш классенченех шӑлĕсене сиплеме тытӑнаҫҫӗ.
- Стоматологи кабинечӗ чылай каярах ӗҫлеме тытӑннӑ Пишпÿлекри 3-мӗш вӑтам шкулти ӗҫсемпе танлаштарсан, Пишпÿлекри 1-мӗш вӑтам шкулта шкул ачисен шӑлсен тӑрӑмӗ лайӑхрах. Методика ӗҫӗнче штатра тӑман тӗп ача-пӑча стоматологӗ Римма Ганиева питӗ пысӑк пулӑшу парать. Икӗ шкул администрацийӗ те, Пишпÿлек районӗн тӗп больницин тӗп тухтӑрӗ те пулӑшма яланах хатӗр. Мӗнле проблемӑпа пырсан та вӗсем нихӑҫан та хирӗҫлемеҫҫӗ, — теҫҫӗ стоматологпа унӑн медсестри.
- Шел те, халӗ нумай ачан шӑлӗсем пӗчӗкренех пӑсӑлма пуҫлаҫҫӗ ӗнтӗ. Шӑл сывлӑхне япӑх витӗм кӳрекен факторсем ҫителӗклех, — каласа парать Ирина Амирхановна. - Ку йӑхран йӑха куҫни кӑна мар, апатлану та, апат-ҫимӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусем те, витаминсем ҫитменни те, пылак тата ытти «сиенлӗ» ҫимӗҫсене час-часах ҫини те. Врач пулнӑ май ашшĕ-амăшсене шӑл тасатасси çине тимлӗрех пăхма сĕнесшĕн: мӗн чухлӗ маларах пуҫлатӑр, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах.
Палӑртмалла, республикӑра «Сывӑ кулӑ» проекта хута яриччен шкулсенче уҫнӑ стоматологи кабинечӗсене юсас ӗҫ иккӗмӗш ҫул пырать ӗнтӗ. ПР Вӗрентӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулта республика укҫи-тенкипе 16 стоматологи кабинетне юсаса ҫӗнетнӗ. 2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тата сакӑр ҫӗнетнӗ кабинет ӗҫлеме пуҫланӑ, ытларах ялти шкулсенче. Вӗсене пурте ҫӗнӗ стоматологи оборудованийӗпе тивӗҫтернӗ, пӗр дизайн стилӗпе илемлетнӗ.
Республикӑра шкул стоматологине аталантарасси малалла пырать: ҫӗнӗ кабинетсем уҫӑлаҫҫӗ, киввисене хальхи требованисемпе килӗшӳллӗн йӗркелеҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗшӗн ку — лӑпкӑлӑх, ачасемшӗн — шкултан тухмасӑрах вӑхӑтра пулӑшу илме май пурри. Пишпÿлекре ку енӗпе шанчӑклӑ, майӗпен ӗҫлеҫҫӗ. Чи кирли — кашни шкул ачи чӑннипех кирлӗ чухне пахалӑхлӑ пулӑшу илме пултартӑр.
Галина ВАРИКОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Галина Варикова.
Пушкӑртстан — шкулти стоматологи служби ӗҫлекен регионсен хушшинче малта пыракансенчен пӗри. Паянхи куна республикӑра 255 шкулта стоматологи кабинечӗ ӗҫлет. Вӗсенчен 110 «Взлетай!» вĕрентÿ проекчĕн «Сывă кулă» модулĕ шайĕнче ĕçлеççĕ, вĕсене регион Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пуçарнипе тунă. Шкулти стоматологи кабинечӗсен ӗҫӗсене Пушкӑртстанри Сывлӑх сыхлав тата Ҫутӗҫ министерствисем пӑхса тӑраҫҫӗ.