Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
26 Кӑрлач , 13:07

Радий Хабиров Янаулта ача-пӑча поликлиникине уҫнӑ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров социаллӑ сетьсенче федераци центрӗ пулӑшнипе 2025 ҫулта республикӑра харӑсах темиҫе поликлиника тунине аса илтернӗ.

Радий Хабиров Янаулта ача-пӑча поликлиникине уҫнӑ
Радий Хабиров Янаулта ача-пӑча поликлиникине уҫнӑ


Янаулти ҫӗнӗ поликлиника Раҫҫей Президенчӗ пуҫарнӑ «Вӑрах тата активлă пурнӑҫ» нацпроектӑн сывлӑх сыхлавӗн пуҫламӑш сыпăкне модернизацилес программӑпа туса лартнă.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров социаллӑ сетьсенче федераци центрӗ пулӑшнипе 2025 ҫулта республикӑра харӑсах темиҫе поликлиника тунине аса илтернӗ. Аскин районӗнче медучреждени уҫнӑ, Учалӑ, Бакалӑ тата Абзелил районӗсенчи медучрежденисенче пӗрремӗш пациентсене йышӑнма хатӗрленеҫҫӗ.
«Параллель майпа хамӑр вӑйпа Уфари поликлиникӑсене ҫӗнетме пуҫларӑмӑр. Эпир хамӑр ял ҫыннисен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшасси шӑпах малтанхи сыпăкран пуҫланнине ӑнланатпӑр. Ҫавӑнпа та ҫак ӗҫе малалла тӑсӑпӑр», - пӗтӗмлетнӗ Радий Хабиров.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировӑн социаллă сечӗсем.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-01-24/radiy-habirov-otkryl-detskuyu-polikliniku-v-yanaule-4549178

 

 

Радий Хабиров Янаулта ача-пӑча поликлиникине уҫнӑ
Радий Хабиров Янаулта ача-пӑча поликлиникине уҫнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас