Спорт мероприятийĕсем Пишпÿлек ялĕ, Спортивная урамĕ, 1 адреспа иртĕç. Регистраци 9 сехетре, масс старт 11 сехетре пуçланать. Хĕллехи фестиваль программинче тĕрлĕ инçĕше йĕлтерпе чупăшасси, йышлă вăйăсем, парнесем выляса илесси тата кăçал пĕрремĕш хут биатлон ăмăртăвĕ пулать. Хĕллехи кунра ăшăнма вĕри чейпе тата чуста апачĕпе сăйлĕç.