Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăхлă пурнăç йĕрки
28 Августӑн 2019, 14:02

ИРХИ ЗАРЯДКА КĂМĂЛ-ТУЙĂМА ÇĔКЛЕТ

Августăн 28-мĕшĕнче Пишпÿлекри Культура керменĕ умĕнчи лаптăкра «Çăлтăрпа зарядка» регион акцийĕ иртрĕ.

Кăçалхи апрель уйăхĕнчен пуçласа «Пĕрлĕхлĕ Раççĕй» парти майлисен проекчĕн йĕркипе Пушкăртстан Республикинче кашни эрнере регион акцийĕ — «Çăлтăрпа зарядка» эстафета иртет. Пишпÿлек районĕ эстафетăна Ермекей районĕнчен илнĕ. Пĕлĕтлĕ çанталăка пăхмасăр çĕнĕ спорт мероприятине чылай çын ырласа йышăннă тата ирхи тăхар сехет тĕлне площаде пухăннă. Райцентрти организацисемпе предприятисен ĕçченĕсем, икĕ вăтам шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, аслă ушкăнри ачасемпе пĕрле ача сачĕсен воспитателĕсем, «Çамрăк гварди» çамрăксен организацин хастарĕсемпе волонтерсем — пурте харăссăн зарядкăна тăнă. Ял тăрăхĕнчен те сывлăхлă пурнăç йĕркине кăмăллакансем килсе çитнĕ. Ирхи зарядкăна тăнисен пĕрремĕш ретĕнче — райн администрацин пуçлăхĕ Наиль Гатауллин тата РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алексей Изотов.

Çан-çурăма ăшăтса яма тата шăм-шака çемĕçтерме Ильнур Муллагалеев юрăпа хавхалантарчĕ. Ирхи зарядкăна фитнес-тренер Розалина Варикова ирттерчĕ. Зарядка вĕçленсен пухăннисем «Эпир спорт юрататпăр» сăмахсене çырса тăрса тухрĕç.

Пирĕн район акци-эстафетăна тĕп хулан Уфа районне парать.

Владимир СМОЛОВ.

Авторăн ĕçĕ.
Читайте нас: