Спорт çын пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнни пирки каламасăрах пурте пĕлеççĕ. Çапах та паян калаçу фитнес пирки пулать. Çакнашкал спорт тĕсĕ пирĕн районта нумай пулмасть кăна халăх хушшинче анлă сарăлма тата хисепе çĕнсе илме пуçланă.
— Спортпа кашнин киленмелле, — çирĕплетсе калать хĕрарăмсен «Олимпия» фитнес студин тренерĕ Розалина Варикова. — Хăвăн организмна пулăшса пырас тесен занятисене эрнере виçĕ хут та пулин çÿремелле. Вара тин мĕнле те пулин результат пулатех. Тренировкăсем хушшинче тăхтав та кирлĕ, мĕншĕн тесен организма канма памалла.
Хĕрарăмсен «Олимпия» фитнес студийĕ ака уйăхĕнчен ĕçлеме пуçланă. Ăна лара-тăра пĕлмен çын, физкультура специалисчĕ хушма хатĕрленÿ тренерĕ Розалина Ирековна Варикова ертсе пырать. Хальхи вăхăтра студинче виçĕ ушкăн пухнă, вĕсенчен кашнине вунна яхăн çын çÿрет. Занятисем «Парус» физкультурăпа спорт комплексĕнче иртеççĕ. Пĕр тренировка вăтамран пĕр сехете тăсăлать, кунта килекенсемшĕн ункайлă пултăр тесе кашнине çынсен кăмăлне шута илсе пуçлаççĕ. Чылайăшĕсем ĕç хыççăн кăна килме пултараççĕ вĕт.
— Фитнеспа кирек хăш çултан та киленме пулать, кашнин организм вăйне тата сывлăх шайне кура нагрузка пулать. Пирĕн пата 18 çултан пуçласа 50 çултан иртнисем те килеççĕ. Кашнине уйрăм программа ĕçлесе хатĕрлеме тăрăшатăп. Тем тесен те пирĕн тренировкăсен тĕллевĕ— сывлăхшăн усăллă пулни.
Опытлă тренер пулăшни питĕ кирлĕ те меллĕ тенипе пурте килĕшеççĕ пулĕ.