Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăхлă пурнăç йĕрки
6 Декабрӗн 2019, 16:10

Эсĕ ГТО нормисене пама хатĕр-и?

ГТО комплексĕн тестне ылтăн палла парасси — çамрăксем хушшинче модăна кĕрет

Районта ГТО нормативĕсене йышăнассипе «Парус» спортпа сиплев комплексĕн сотрудникĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Норматива тăватă тĕс кĕрет — 30 метра чупасси, çÿллĕ турник çинче çакăнса тăрса алă вăйĕпе туртăнасси (подтягивание), урайĕнчен алă вăйĕпе çĕкленесси (отжимание), малалла пĕшкĕнсе тăрасси (наклоны). Çынсем суйласа илме пултараççĕ челнок чупăшăвĕ, вырăнтан инçĕшне сикесси, выртнă çĕртен кевтене çĕклесси (пĕр минутра). Ÿсĕме кура нормативсенче пысăках мар уйрăмлăхсем пур.
— Паянхи кун тĕлне пирĕн район ГТО нормисене парассипе республика рейтингĕнче 24-мĕш вырăнта, — каласа парать тест центрĕн администраторĕ тата ГТО статистика даннăйĕсене шута илессишĕн яваплă Розалина Варикова. — Кашни кварталта 250 çын ГТО нормисене памалла, 11 уйăхра 650 çын тест иртнĕ. Çак шутран тăваттăшĕ ГТО ылтăн паллине çĕнсе илчĕç. 16 —17 çулсенчисем хушшинче Станислав Емельяновпа Элина Лутфиева. Вĕсем ППЭ панă хыççăн аслă веренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ. ГТО ылтăн палли пулни вĕренме кĕнĕ чух хушма балл парать.
Çапах та спортпа туслă пулни, хăвăн организмна пиçĕхтерни кашни çыншăн хăйĕншĕн усăллă пулни пирки никама та ăнлантармалла мар пулĕ. Юлхава çĕнтерни, стресран хăтăлни — пурнăçра чи пысăк çитĕнÿ мар-и вара? Пĕр сăмахпа каласан, хамăра хамăр çĕнтерни.
25 —29 çулхи категоринче район администрацинчи çамрăксемпе тата спорт тĕлешпе ĕçлекен комитет специалисчĕ Сергей Таймасов ылтăн палла тивĕç пулнă. Унăн кун йĕркинче спортпа киленесси, зарядка тăвасси — кулленхи йăла.
50 —54 çулхи категоринче — Тагир Васимович Камаев палăрнă.
ГТО нормисене куллен пани халăха, коллектива пĕтĕçтерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кирек хăш çĕршывăн чи пысăк пуянлăхĕ вăл — наци сывлăхĕ вĕт.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: