Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăхлă пурнăç йĕрки
6 Декабрӗн 2019, 19:45

Ишме пĕлни пурнăçра кирлĕ пулать

Марина Цибульская тренерăн воспитанникĕсем начар мар çитенÿсем тăваççĕ

Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулĕнче Марина Цибульская тренер иккĕмĕш çул 7 çултан пуçласа 11 çулчченхи ачасемпе тренировкăсем ирттерет. Вăл лайăх специалист, кунта эрнене виçĕ хут кĕçĕн, вăтам тата аслă ушкăнсемпе ĕçлет. Унăн тĕп ĕç вырăнĕ Пелепейри «Чемпион» бассейнĕ. Хулара унăн çемйи, Варвара хĕрĕ ÿсет. Пишпÿлекре ĕçленĕ вăхăтра Марина Валерьевна 300 ишевçĕ спортсмена хатĕрленĕ. Çитес вăхăтра вĕсен шучĕ тата та нумайрах пуласса шанас килет.
Марина Цибульская Красноярск крайĕнчи Партизан районĕнчи Мина паççулккинче çуралнă. Вырăнти ача-пăча Мина тата Мана юханшывĕсенче ишме вĕреннĕ. Тренер Красноярскри педагогика университетне вĕренсе пĕтернĕ. Педагог стажĕ вунă çул ытла. Пелепейре 2011 çултанпа ишме вĕрентекен тренер пулса вăй хурать. Тренер воспитанникĕсем «Золотая рыбка» ПР Первенствине, Пĕтĕм Раççей «Веселый дельфин» ача-пăча фестивальне хутшăннă. Марина Цибульскаяна тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн ПР Çамрăксен политики тата спорт министерствин Хисеп грамотипе палăртса хăварнă.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: