Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăхлă пурнăç йĕрки
8 Декабрӗн 2019, 00:39

Пишпӳлекре ГТО фестивалӗ иртрӗ

Паян, декабрӗн 7-мӗшӗнче, Пишпӳлекри «Парус» спортпа сиплев комплексĕнче учрежденисенче, предприятисенче, организацисенче ӗçлекенсем тата муниципалӗ служащисем хушшинче ГТО фестивалӗ иртрӗ.

Халăх йышлă пухăннăччӗ — 200 ытла çын. Фестивале хутшăнннисене район администрации пуçлăхӗн çумӗ Артур Зарипов саламларӗ, сывă пурнăç йӗрки илсе пыма чӗнсе каларӗ. Çамрăксемпе тата спорт тӗлӗшпе ӗçлекен комитетăн председателӗ Александр Семенов ГТО тестировани ирттермелли йӗркепе паллаштарчӗ.

ГТО нормативĕсене йышăнас умӗн фестивале хутшăнакансем Розалина Варикова инструкторпа разминка ирттерчӗç.

Фестиваль участникӗсем хайсен ӳсĕмне кура нормативсене пурнăçларӗç: 30 метра чупасси, çÿллĕ турник çинче çакăнса тăрса алă вăйĕпе туртăнасси (подтягивание), урайĕнчен алă вăйĕпе çĕкленесси (отжимание), малалла пĕшкĕнсе тăрасси (наклоны), вырăнтан инçĕшне сикесси, выртнă çĕртен кевтене çĕклесси (пĕр минутра).

Çамрăксен «Вектор» клубӗн материалӗсем тăрăх.
Читайте нас: