Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Сывлăхлă пурнăç йĕрки
26 Кӑрлач 2020, 23:02

Тăтăш чирленине çĕнме пулать

Нумай чухне эпир «шăнтăмăр, чирлерĕмĕр» тенине илтетпĕр. Уйрăмах халĕ, хĕлле. Шăнса пăсăлнă хыççăн амаланнă чирсем вĕсем вырнаçнă анатомири вырăнĕнчен килет. Çӳлтен аялалла: сăмса, пыр (глотка), карланкă (гортань), тип пыр (трахея), бронх. Çавна май чирĕсем те кунашкаллисем пире пырса тивеççĕ: ринит, фарингит, ларингит, трахеит тата бронхит. Чирлесен асапланса сипличчен маларах сыхланмалли ĕçсене пурнăçлани аван.

Шăнса пăсăласран сыхлакан ятарлă ĕç-пуç пуххи пирки калаçар-ха. Унпа ялан усă курсан тăтăш чирленине çĕнме пулать. Çавăн пекех сывлав органĕсене çирĕплетмелле, тулаш сывлав ĕçĕ-хĕлне йĕркелемелле. Пĕрремĕш вырăнта организма пиçĕхтерни (закаливание) тăрать. Шăпах çакă çынна пĕчĕк температурăна лекнине тĕрĕс йышăнтарма хăнăхтарать, сывлав тытăмĕн ĕçĕ-хĕлне йĕркелет. Çакă вируслă инфекципе кĕрешме май парать. Организма пиçĕхтерме ачаранах пуçламалла. Профилактика шутне тата ачасене хĕллехи ерекен чирсем аталанас умĕн тăвакан ятарлă вакцина та кĕрет.
Чир-чĕртен сыхлакан ытти меслетсем: çуран утни, чупни, ишни, ятарлă сиплев физкультури, тренажёрсем çинче ĕçлени, ерекен чирсенчен хӳтĕлекен эмелсем ĕçни.
Сиплев физкультури тăтăш чирленинчен пăрĕ. Малтанхи хăнăхтару çапларах пулĕ: çурăм çине выртмалла е пукан çине лармалла, алăсене кăкăр е хырăм çине хумалла та «хырăмпа» сывламалла. Тата тепĕр хăнăхтарăвĕ – çурăм çине выртса пĕр тикĕс сывламалла, сывланă чух алăсене çӳлелле çĕклемелле е тарăннăн сывласа илнĕ чух айккинелле уйăрса ямалла; алăсене аялалла антарнă чухне тарăннăн сывласа кăлармалла. Хăш-пĕр хăнăхтарусене ларса тума пулать. Пукан çине ларăр та сывлăр, тарăннăн сывласа илсе алăсене çӳлелле çĕклĕр те кĕлеткĕре унталла-кунталла пăрăр, сывласа кăларса алăсене аялалла антарăр. Кашни хăнăхтарăва саккăршар хут тăвăр.
Питĕ аван профилактика мелĕ С витамин нумай поливитаминсем ĕçни шутланать. Аскорбин кислоти пĕтĕм организма çирĕплетет. Ăна кунне пĕрер грамм – пĕр-ик хутчен ĕçме юрать. С витамин лимонра, апельсинра, грейпфрутра, мандаринра тата йӳçĕтнĕ купăстара нумай. Ыхрапа (чеснок) сухан шăнса пăсăласран сыхлакан пит кирлĕ, тупма çăмăл апат. Вĕсене тăтăш çиме тăрăшмалла.
Сывă пулăр, хăвăра упрăр.
Читайте нас: