Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăхлă пурнăç йĕрки
29 Кӑрлач 2020, 14:06

Пурте йелтĕр çине!

Пишпÿлекре иртнĕ йĕлтĕр уявне 145 çын хутшăннă

Иртнĕ шăматкун пĕр чарăнми юр çунине пăхмасăр, «Парус» патĕнче çын питĕ нумай пулчĕ. Кунта шкул ачисен спартакиади тата «Сывлăх» спартакиада йĕркипе 14 шкултан ачасем, педагогсем, ача сачĕсен воспитателĕсем пухăнчĕç. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан ытти халăх та айккинче юлмарĕ. Çакă вăл февралĕн 8-мĕшĕнче пулакан «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2020» ăмăрту умĕн «репетици» пулчĕ.
Пухăннисене район администраци пуçлăхĕ Наиль Гатауллин саламларĕ. Район администрацинчи çамрăксемпе, спорт, физкультура тата туризм тĕлĕшпе ĕçлекен комитет председателĕ, ăмăртусен тĕп судьи Александр Семенов йĕлтĕр чупăшăвĕн йĕркипе паллаштарчĕ.
2007 çулта çуралнă ачасем хушшинче пĕр километр дистанцинче Пăслăкри Владимир Васильев тата Ситекри Валерия Григорьева çĕнтерчĕç. 2006 çулхисем хушшинче — Михайловкари Руслан Минигулов тата Пăслăкри Влада Захарова. Икĕ километр дистанцинче Хушăлкари Марсель Персиянов тата Пăслăкри Валерия Васильева малтисем пулчĕç.
40 çула çитичченхи тата аслăраххисем хушшинче Ильгам Газизов (Хушăлка), Виталий Афанасьев (Пăслăк), Марина Колпакова тата Олеся Кудряшова (Пишпÿлек) чи шепписем пулчĕç. Шкул çулне çитмен ачасен учрежденисенче ĕçлекенсем хушшинче Надежда Матвеева («Умка»), Татьяна Григорьева, Руслан Зинатуллин и Алексей Иванов («Журавушка») çентерчĕç.
Ял тăрăхĕсенчен килнĕ йелтерçĕсенчен Хисеп пьедесталĕ çине Ирина Гильманова (Аит), Минсулу Видинеева, Дмитрий Степанов и Владимир Кириллов (Пăслăк) хăпарчĕç. Район центрĕнчи организацисенче ĕçлекенсем хушшинче Надежда Миронова (ЦЗН), Алена Новикова (район администрацийĕ), Никита Волков (тĕп больница), Вадим Булатов (район администрацийĕ) мала тухрĕç.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: