Районти культурăпа спорт политикин тĕп задачисен шутне аслă ÿсĕмри çынсене спорт тата культура ыйтăмĕсене тивĕçтересси кĕрет. Çак категоринчи çынсене эффективлă социализацилемелли мероприятисене аслă ăрури çынсен кану, спорт, творчество ыйтăмĕсене шута илсе ирттермелле.
Спортпа киленме тата сывлăха тĕреклетме пулăшакан пĕрлешÿ Культура керменĕнчи «Сывлăх» ушкăн шутланать. («Сывлăх» клуб формированине 1997 çулта йĕркеленĕ, 2019 çулхи октябрьте «Сывлăх» кружок туса улăштарнă). Унта çÿрекенсен ÿсĕмĕ — 43 çултан пуçласа 73 çулччен.
Занятисем тÿлевсĕр, кашни кун (шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне) ирхине расписанипе иртеççĕ. Хĕрарăмсен ÿсĕмне, ÿт-пÿ уйрăмлахĕсене, сывлăх шайне шута илсе занятисен йывăрлахне суйласа илетпĕр. Асăннă мĕнпур комплекссем сывлăха тĕреклетме, ăс-тăн тата ÿт-пÿ, пĕр е тепĕр орган шайне кирлĕ пек тытса пыма тĕллевленĕ.
Йогăпа киленнин тĕп пĕлтерĕшĕ — кĕлеткене физкультура хăнăхăвĕсем тата ăс-тăн тĕнчине çĕнетсе лайăхлатни. Йогăпа кирек хăш ÿсĕмре те занятисем ирттерме юрать. Анчах тăрăшулăх, чăтăмлăх, пуян тавракурăм кирлĕ.
Чи малтан йога çурăм шăммишĕн усăллă, мĕншĕн тесен ун çинче пĕтĕм организм тытăнса тăрать. Занятисене палашуран пуçлатăп: кашни сывлăхĕ çинчен ыйтса пĕлетĕп. Упражненисен комплексĕпе паллаштаратăп, мĕнле тĕрĕс сывламаллине калатăп, кирлĕ пулсан, пулăшатăп. Малтан разминка ирттеретпĕр, сывлав упражненисем тăватпăр — çакă организмри кашни клеткăна кислородпа пуянлатать, ÿпкене уçать. Шалти органсене сывлав упражненисемпе массаж туни вар-хырăмран наркăмăшлă хутăшсене кăларма май парать. Занятисем умĕн кашнин çур стакан шыв е курăк чейĕ ĕçмелле.
Йога асанĕсем (йога занятисен меллĕ пози) çыннăн шăмми-шаккипе мышцисене те лайăх витĕм кÿреççĕ. Тĕрĕс апатланни тата занятисене куллен çÿрени çыннăн организмĕнчи кальци тытăмне нормăра тытма май парать. Упражненисем мышцăсене тонусра тутма пулăшаççĕ, сыпăсен шĕвекне кăларма май параççĕ — артиритпа артрозран сыхланма. Кирек хăш упражнени туни юн çаврăнăшне лайахлатать, пус мимине кислород пырассине лайăхлатать, çавна май инсультран сыхлать.
Кружока çÿрекенсенчен чылайăшĕ çулталăк тăршшĕпе «Парус» физкультурăпа сиплев комплексĕнчи бассейнра пулаççĕ, каçсерен телевизор умĕнче лармаççĕ, уçă сывлăшра çуран çÿреççĕ. Коллективра эпир пĕр-пĕрне уявсемпе, çуралнă кунпа саламлатпăр, пĕрле пухăнса сăвăсем вулатпăр, такмаксем юрлатпăр, тĕрлĕрен темăсемпе калаçусем ирттеретпĕр.
Кăмăл тăвакансене пирĕн ушкăна хапăл туса кĕтетпĕр! Килĕр пирĕн пата, сирĕн сывлăх хăвăр алăра.
Сăнÿкерчĕкĕ: Галина ТАЙМАСОВА.