Скандинави утти — кирек кама та сывлăх енчен уçăлма е çирĕпленме пулăшакан спорт мелĕ. Вăл кирек кама та, сывлăх енчен кăшт хавшакраххине те, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех сывлăш çавăрса яма, каярахпа кăмăла самай çĕклеме пултаракан меслет. Малтан 200-300 метрне туя çине таянса утăма хăвăртлатса пыратăн, унтан 500, 600 метр е пĕр-икĕ километр таран çỹреме-чупма пуçлатăн, вара — каçхине, çывăрас умĕн, урама тухса патакпа утса-чупса çỹремесен хăвна тем çитмен пек туйма пуçлатăн. Çапла вăл кулленхи физкультура, хул-çурăма, ал-урана чиперех ĕçлеттерсе ямалли, кăмăла çĕклемелли май пулса тăрать.