Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Наркомание хирĕç пĕрле кĕрешер

Наркомани чирĕ обществăра сарăлсах пырать. Унăн витĕмне ытларах çамрăксем кĕрсе ÿкеççĕ. «Шурă вилĕм» тыткăнĕнчи çынсен çурринчен ытларах пайĕ — 18—30 çулсенчи вăйпитти çамрăксем.

Наркоман хăйĕнпе пĕрле пурăнакансемшĕн те, ытти çынсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратать. Наркотиксемпе анранăскер, вăл хăй мĕн тунине те ăнланмасть, хаярланать, аскăнланать, путсĕрленет. Çакăн пек çын руль умне ларсан е унăн аллине пăшал лексен инкек пуласса кĕтсех тăр. Наркотиксем çынна преступлени çулĕ çине тăратаççĕ. Вĕсемпе иртĕхни СПИД, гепатит тата ытти чирсем патне илсе çитерет.
Наркомани питĕ хăвăрт сарăлать. Тĕпченĕ тăрăх, кашни наркоман вăтамран тепĕр 15 çынна наркотиксемпе усă курма вĕрентет. Вĕсемшĕн çакă тупăшлă. Енчен те сирĕн пĕлĕш е тăван кирлĕ мар йăлапа туслă пулсан çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла: ăна сиплемелле, çийĕнчех реабилитацине ямалла. Çавăнпа та усал чиртен асăрханса наркотиксене «çук» тесе калар.
Читайте нас: