Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та

Пишпÿлекре вăйлă та маттур хĕрарăмсем пурăнаççĕ!

Ĕнер «Парус» физкультурăпа сиплев комплексĕнче иртнĕ фестивале хутшăннă 25 команда хушшинче çак чиперуксем çĕнтернĕ.

Районти ял тăрăхĕсенчен, Пишпÿлекри организацисемпе учрежденисенчен килнисем ултă тĕрлĕ тĕспе ăмăртнă. Чи кирли вара — пурте уявла кăмăл-туйăма туйса илнĕ, пĕр-пĕринпе курса калаçнă. Çак кун сывă пурнăç йĕрки кунта хуçаланнă.
Сăнÿкерчĕкĕ: Айгуль ГАРЕЕВА.
Сăнÿкерчĕк çинче: «Парус» физкультурăпа сиплев комплексĕн команди Розалина Варикова, Дарья Пунькина, Регина Гаврилова, Антонида Ефимова.
Читайте нас: