Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Хальхи çын хусканусем сахал тăвать

Гиподинами чăн-чăн инкек пулса тăчĕ.  

Хальхи çын хусканусем сахал тăвать
Хальхи çын хусканусем сахал тăвать

Ăна пула чĕре ĕçĕ вăйсăрланать, кĕлетке йывăрăшĕ ÿсет, мышца тытăмĕ хавшать, организмăн инфекцисене, йывăрлăха хирĕç кĕрешес хăвачĕ, ĕçлес хавалĕ чакать. Физкультурăпа туслă çынсем больницăна пулăшу ыйтма ыттисенчен 2–4 хут сахалрах пыни паллă.

Кашни çыннăн уçă сывлăшра кунне сахалтан та пĕр сехет пулмалла, 5 километртан кая мар утса çÿреме тăрăшмалла. Енчен те çамрăксем компьютер умĕнче вăхăт нумай ирттереççĕ пулсан, вĕсен организмĕнчи юнăн 55–75 проценчĕ çеç куçать. Мышцăсене ĕçлеттерни юнăн пĕтĕм калăпăшне юн тымарĕсем тăрăх хăвалать, клеткăсем патне кислорода кирлĕ чухлĕ çитерме пулăшать.

Шел те, хăшĕсем медицинăна çеç шанаççĕ, сывлăха упрасси  вара чылай енчен хăйсенчен килни çинчен шухăшламаççĕ. Сывлăх чи пысăк пуянлăх пулнине яланах асра тытасчĕ.

МИХ материалĕсем тăрăх.

Сăнÿкерчĕкĕ: социаллă сетьсем.

Автор:
Читайте нас: