Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Тимур Костарев арместлингпа киленмест, вӑл унпа пурӑнать

Пишпÿлекри Тимур Костарев армрестлинг енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ, нумай хутлă Раҫҫей призерӗ тата  пауэрлифтингпа Пушкăртстан чемпионӗ.  

Тимур Костарев арместлингпа киленмест, вӑл унпа пурӑнать
Тимур Костарев арместлингпа киленмест, вӑл унпа пурӑнать
Тимур Костарев арместлингпа киленмест, вӑл унпа пурӑнать
Тимур Костарев арместлингпа киленмест, вӑл унпа пурӑнать

Пиллӗкмӗш класра Тимур «Батыр» атлетклуба пӗрремӗш хут килнӗ, хӑйӗн активлӑ спорт ҫулне пауэрлифтингра 40 килограмран пуҫланă, ҫавӑнтанпа спорт клубĕ спортсменшӑн иккӗмӗш кил пулса тӑнӑ. Кӗрнеклӗ ҫамрӑк ҫын сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырать, кашни кун спорт дисциплинине пăхăнать, эрнере виҫӗ хутчен тренажер залне ҫӳрет тата кашни кун чупать. Юлашки вунӑ ҫул Тимур армрестлинга ытларах тимлĕх уйăрать: 90 кг спортсмен Уфа, Пермь, Ульяновск, Кострома, Йошкар-Ола, Екатеринбург хулисенче яланах ӑмӑртусене хутшӑнать. Нумаях пулмасть иртнĕ XXIX Ял спорт вăййисен ПР армспортпа Тимур пӗрремӗш вырӑн йышӑннă.

— Эпӗ спортсӑр пурӑнма пултараймастӑп ӗнтӗ. Пиллӗкмӗш класра спорта килтӗм те, ҫаплах пурӑнатӑп. Спорт династине малалла тӑсма шутлатăп. Спортра чӑтӑмлӑх, çинетăрулăх тата дисциплина хӑвна кирлӗ кӑтартусем тума май парать. Спортпа хавхаланусăр тата кăмăлтан киленмесен, усси çук.

Хамӑр йӑнӑшсене ӑнланса илмелле, тӗрӗслесе пӑхмалла та малалла каймалла. Эпӗ хамшӑн, чуншӑн спортпа киленетĕп. Спорт мастерне ҫӗнсе илме тата Европӑна тухма палӑртса хуратӑп. Пур наградӑшӑн, медальшӗн тата кубокшӑн аннене тав тӑватӑп. Вӑл маншӑн чи кирлӗ ҫын. Паллах, Гоча Константинович Онанашвилине уйрӑм тавтапуҫ, — каласа парать Тимур.

Вӑл ҫӗнтерӳ валли ăçтан вӑй илсе тӑратăн ыйту ҫине пӗр пӗлтерӗшлӗ хуравлать: хăвăн вăйне шанни тата хӑвӑнпа тупӑшакана хисеплени. Кашни медальпе кубок спортсменшăн хаклӑ тата ҫӗнтерӳсем ҫинчен асаилӳсен пӗр пайне илсе пырать.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ПАВЛОВА.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

Автор:Марина Иванова
Читайте нас: