Респондентсемшӗн сывӑ пурнӑҫ йӗрки вӑл, чӑн малтанах тӗрӗс апатлану, спорт, сиенлӗ йӑласем ҫукки. Ыйтса пĕлнĕ ҫынсенчен 57 проценчӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пăхăнса пурăнать, занятисене пурнӑҫлать, спортпа туслашать, 23 проценчӗн хӑй валли вӑхӑт ҫитмест, 10 проценчӗ ЗОЖ пӑхӑнать, халӑхӑн 10 проценчӗ спортпа тупӑшма хирӗҫ мар пулӗччӗ.
Елена Иванова, Каминке ялĕ:
— Пӗлетӗр-и, ялта пурнӑҫ йӗрки ҫавӑн пек, пур ҫӗрте те кунĕпе «физкультура» тăватпăр. Ирхине ултӑ сехетрен ура ҫинче, каҫалапа вӑй пачах юлмасть. Кирек мӗнле ял ҫынни те ҫапла хуравлӗ тесе шутлатӑп.
Светлана Алексеева, Кистенлĕ ялĕ:
— Ҫулла ялта хам валли вӑхӑт юлмасть. Ялан тенӗ пекех, хӗлле хӗрарӑмсемпе уҫӑлса ҫӳреме тухатпӑр та пӗр сехет ытла уҫӑ сывлӑшра ирттеретпӗр.
Татьяна Степанова, Пишпÿлек ялĕ:
— Спортпа тӗрӗс апатлану ыйтăвĕ 20 ҫулсенчи ҫамрӑксемпе хӗрсем хушшинче актуаллă тесе шутлатӑп. Ку уйрӑмах пысӑк хуласенче аталаннӑ пулӗ. Анчах пирӗн районта та ҫавӑн пек ҫамрӑксем пур пулнишĕн, эпӗ питӗ савӑнатӑп.
Ренат Валиахметов, Усак-Кичу ялĕ:
— Пандеми сывлӑх ҫине витӗм кӳчӗ. Юлашки вӑхӑтра пенсионерсем хӑйсен сывлӑхӗшӗн хастар тӑрӑшнине асӑрхарӑм, час-часах йӗлтӗрпе, уҫӑлса ҫӳреме тухакан кинемисемпе асаттесене куратӑп. Пенсие тухсанах спорта киленме пуçлатăп, хама тимлӗх уйӑрма пуҫлӑп, халĕ манӑн кун валли вӑхӑт юлмасть.
Анастасия Данилова, Пăслăк яле:
— Эпӗ ҫӑмӑл атлетикӑпа тата йӗлтӗр спорчӗпе нумай вӑхӑт киленетĕп, ӑмӑртусене хутшӑнатӑп, малти вырӑнсем йышӑнатӑп. Спортпа çĕнтерÿсемшĕн мар, хам сывлӑхшӑн кӑна аппаланатӑп.
Равиль Мухаметшин, Пишпÿлек ялĕ:
— Сывӑ ӳт-пӳре — сывӑ ăс-тăн! Кашни ҫыннӑн хӑйӗн сывлӑхне тӗрӗслесе тӑмалла тата формӑра пулмалла. Маншӑн ку — кулленхи зарядка, чупни е утни, организма пиçĕхтерни, бассейна ҫӳрени.
Надежда Сидорова, Пишпÿлек ялĕ:
— Шкулта тата студент ҫулӗсенче физкультурӑна пачах юратман, яваплӑх ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ. Каярахпа, ачасем ҫуралсан, сывӑ пурнӑҫ йӗркине ӑнланса илмелли вӑхӑт ҫитрӗ, ку вара спорт тата сывӑ апатлану — пӗри теприсӗр май ҫук.
Килте фйизкультура тума тытӑнтӑм, ФОКа уҫсан унта тренажерка тата бассейна ҫӳретӗп. Халӗ ӗнтӗ ку тивӗҫ мар, чун ыйтни. Ачасене ҫавӑн пек пурӑнма вӗрентес килет.
Даниил Николаев, Михайловка ялĕ:
— Ачасемпе шкул площадкинче футболла вылятпӑр, хӗлле — хоккейла. Тӗрлӗ ӑмӑртусене хутшӑнатӑп.
Руслан Фасхетдинов, Кăркан ялĕ:
— Сывӑ пурнӑҫ йӗрки — ку, тен, чи ҫивӗч ыйту. Халӗ ҫак темӑна пропагандӑлама тата рекламӑлама пуҫларӗҫ. Физкультурӑпа спорта ҫамрӑксене ытларах явӑҫтарма пуҫларӗҫ. Шкулсенче каллех ГТО нормисене кӗртнӗ, ҫакӑ савӑнтарать. Манӑн хама валли вӑхӑт ҫитмест —ӗҫ, ҫемье, килти тивӗҫсем, кун вӗҫӗнче ним те тӑвас килмест.
Катерина Ахметова, Пишпÿлек ялĕ:
— Сывӑ пурнӑҫ йӗркитесе çапла ӑнланатăп — сиенлӗ йӑласем ҫукки. Эпӗ эрех ӗҫместӗп, туртмастӑп. Унтан та ытларах, кофе ӗҫместӗп, пылак ҫимӗҫ те ҫиместӗп.
Карина ПАВЛОВА çырса илнĕ.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.
Сăнÿкерчĕкĕ: хаçат архивĕнчен.