Уфана Раҫҫей Олимп комитечӗ спорт мероприятийӗн тӗп площадки пулма суйланӑ. Пушкӑртсен тӗп хулинче октябрӗн 9-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри утмалли кун иртет. Мероприятие октябрӗн малтанхи канмалли кунӗсенче пӗтӗм тӗнчери "Спорт пурин валли те" Ассоциацин эгидипе ирттереҫҫӗ.
Раҫҫейре форума 2015 ҫултан пуҫласа Раҫҫей Олимп комитечӗ пурнӑҫлать, форум тӗллевĕ утасси - физкультурӑн чи ункайлă тĕсĕ пулнине аталантарасси, сывлӑхпа ÿт-пÿ пиçĕхÿлĕхне тытса пыма идеаллӑ пуласси.
Спорт уявӗн программинче чемпионпа флэш-моб зарядка, тӗп хулари ҫынсем тата хӑнасем, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем 2000 метрлӑ дистанцие утса тухни, пултарулӑх тата спортпа вӑйӑ-кулӑ программи, ҫавӑн пекех физкультурӑпа спорт отраслӗн паллӑ ӗҫченӗсене наградӑлани кӗрет.
"МГ" информацийĕпе.