К. Иванов ячӗллӗ Пăслăкри вӑтам шкулти физкультура учителӗ Виталий Лукич Афанасьев сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырать.
Шкулта вӗренекенсемшӗн физкультурӑпа ӗҫлеме лайӑх майсем йӗркеленӗ. Кунта питӗ лайӑх спорт площадки, ӑшӑ туалетсем, ҫутӑ та аслӑ спорт залӗ савӑнатараççĕ. Физкультура учительне Виталий Афанасьева, ҫур ӗмӗр тăршшĕ педагогика стажне пухнăскере, йӗлтӗр бази, волейбол тата баскетбол мечӗкӗсем, гимнастика мачĕсем, ҫавӑн пекех спорт инвентарӗ нумай пулни савӑнтарать.
Тӗрӗссипе калас пулать: ҫак педагога пула тата хӑйӗн профессине чунтан парӑннине пула Пăслăк шкулĕнчен вӗренсе тухнӑ темиҫе ӑру тата паянхи шкул ачисен районти йӗлтӗрпе чупмалли ӑмӑрту енӗпе темиҫе хут чемпионачӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫак шкулта кашни ҫулах йӗлтӗр спорчӗн фаначĕ йӗркелекен районти йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ. Пăслăксем хӗллехи спорт тӗсӗпе район чысне республикӑри ӑмӑртусенче хӳтӗлеҫҫӗ.
— Эпӗ Стерлитамакри физкультура техникумĕнчен вӗренсе тухрӑм. Ӗҫ çулне Белебей хулинче пуҫланӑ. Тӑван шкулта вара физкультура учителӗ пулса ӗҫлетӗп, — тет Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ отличникӗ Виталий Лукич. — Кӑҫалхи февраль уйӑхӗнче 70 ҫул тултартӑм. Çынсенчен нумайӑшӗ хӑйсен сывлӑхне больницăра врачсем патне кайса тӗрӗслеҫҫӗ. Эпӗ вара ҫуралнӑ кун йӗлтӗр ҫине тӑтӑм та вунӑ километр ҫӑмӑллӑнах чупса кайрӑм. Çакă манан сывлăха тĕрĕслени пулчĕ те. Кашни ҫулах вӗренекенсемпе пӗрле "Лыжня России" ӑмӑртӑва хутшӑнатпӑр, манӑн ҫулсенчи категорийӗнче те, вӗрентӳ ӗҫченӗсен спартакиадинче те мана йӗлтӗрпе чупас енӗпе мана çитекенсем ҫук. Сумлӑ грамотăсем, дипломсем тата медальсем пӗр чӑматан пуҫтарăннӑ.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.